Таймыр (çурутрав)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Таймыр (çурутрав)
Remove ads

Таймы́р (Таймăр[1]) çурутравĕ Çĕпĕрте, Азин çурçĕр енĕнче, Кара тинĕсĕн Енисей кӳлмекĕпе Лаптев тинĕсĕн Хатанга кӳлмекĕ хушшинче вырнаçнă. Çак çурутравра Евразин чи çурçĕр материкĕ Челюскин хысакĕ — те вырнаçнă.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Таймыр пӑхӑр.
Thumb

Еплерех пулса кайни

Нумай тĕпчевçĕ шутланă тăрăх, «Таймыр» топоним «тамура» («хаклă», «пуян») эвенк сăмахĕнчен пулса кайнă. Çапла майпа эвенк халăхĕн пулăпа пуян Таймыра юханшыва каланă. XIX ĕмĕрте вара çак ят пĕтĕм çурутрава сарăлнă.

Çутçанталăк

Таймыр ĕмĕрхи шăнлăх тăрăхĕ. Çак çурутравра хĕлле сивĕ те вăрăм, çулла — кĕске те уçă; çулталăк тăршшĕпех вăйлă çил вĕрет. Таймыр çинче атлантика тăвăлĕсенчен нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне «вĕçлет», çавăнпа çак региона «тăвăлсен масарĕ» теççĕ.

Чĕрчун тĕнчи

Таймырти чĕрчун тĕнчи тĕрлĕ тискер кайăксемпе (юс, вăрман кушакĕ, кăш, шурӑ тилĕ, тинĕс хĕрринче шурă упа т. ыт. те ), вĕçен кайăксемпе (хурсем, кăвакалсем, гагарăсем, баклансем, хир чăххисем, çурçĕр тăманисем, кăйкăрсем т. ыт. те ), пулăсемпе (сиг, осётр, кӳтеме, таймень т. ыт. те ) пуян. Ку тăрăхра çурçĕр пăланĕ (çурçĕр халăхĕн тĕп культури), чăпăк пурăнать.

XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Таймырта ĕлĕк кунта пурăннă така-вăкăрсемпе, е мускуслă вăкăрсемпе (темиçе ĕмĕр каялла вĕсем çурçĕр Азинче вилнĕ), эксперимент ирттернĕ. Хальхи вăхăтра Таймыр тундринче 4 пине яхăн така-вăкăр пурăнать, ытларах вĕсем çурутравăн хĕвелтухăç енче нумай.

Тĕпчев çул-йĕрĕ

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads