Эвенк чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Эвенк чĕлхи, (кив. тунгус чĕлхи) — эвенксен чĕлхи. Раççейĕн Хĕвел тухăç Çĕпĕртерриторинче — Ениçейĕн сулахай çыранĕнчен пуçласа Сахалина çити (35,5 пин çын 2002), çаплах 9 пине яхăн çын пурăнать, çав шутра солонсем — Китайăн çурçĕр енче (Шалти Монголи, Синьцзян-Уйгур автономи районĕ) тата Монголире. Эвен тата негидаль чĕлхисемпе пĕрле тунгус-маньчжур чĕлхисен çурçĕр ушкăнне кĕрет.
Çурçĕр, кăнтăр тата мал пуплевĕсене уйăраççĕ. Фонетика пахалăвĕсемпе «ха-калакан», «касакан» и «чашлакан» диалектсем пулаççĕ. Солон диалектне хăш чухне уйрăм чĕлхе шутне кĕртеççĕ. Литература чĕлхине кăнтăр пуплевĕн непс (1953 ç. — полигусов) калаçавĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ. Эвенк чĕлхинче уçă сасăсен пахаллă-шутлă гармонин кăткăс (пусмаллă) саккунĕ пур. Грамматика йĕркипе суффикслă-агглютинатилă тĕсĕн чĕлхисен йышне кĕрет. Лексика енĕпе якут тата бурят чĕлхисене çывăх, вырăс чĕлхинчен илнĕ сăмахсем те пур.
Раççейре çырулăхне 1929 çултанпа латин графикипе, 1937 çултанпа — вырăс алфавичĕн никĕсĕпе. Китайпа Монголире, официаллă çырулăхĕ çук пулнипе, эвенк тексчĕсене Кивĕ монгол çырăвĕпе çырнă. Китайра çаплах пиньиньпе тата китай иероглифĕсемпе хайланă. Уйрăм çыру çăлкуçĕсем XIX ĕмĕр тĕлнелле пулаççĕ[1].
Эвенк чĕлхине ача-пăча сачĕсенче, пуçламăш шкулта, хăш чухне 8-мĕш класа çити факультатив шайĕпе, вĕрентеççĕ. Санкт-Петербургри, Якутскри, Хабаровскри, Улан-Удэри аслă пĕлӳ керменĕсенче тата Игаркăри, Николаевск-Амур-çинчи наци педучилищисенче усă кураççĕ.
Вĕренӳ литературине хатĕрленĕ, илемлĕ литература аталанать. Турара эвенк чĕлхиллĕ страницăллă «Эвенкийская жизнь» хаçат тухать.
Remove ads
Хальхи саманари лару-тăру
1989 çулхи халăх çыравĕпе, эвенк халăхĕн йышĕ Раççейре 29 957 çын пулать. Вĕсенчен эвенк чĕлхине тăван вырăнне 26,1 % (1979 çулта — 20,7 %) хурать. Ирĕклĕ эвенк чĕлхипе 45,1 % калаçнă, вырăс чĕлхипе — 75,2 %. Тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ регионтан килет — тĕслĕхрен, Амур тата Чита (халĕ — Байкал лешьен) облаçĕсенче тăван чĕлхене 98 % эвенк, Иркутск облаçĕнче — 47 %, Бурятире тата Якутире — 12—15 %.
Remove ads
Пуплевсемпе вырăнти калаçусем
Çурçĕр пуплевĕн калаçăвĕсем
- илимп — Красноярск Енĕн Илимпей юханшыв бассейнĕнчи эвенксен пуплевĕ,
- агат-большепорожский,
- туточан,
- хантай,
- ербогачён — Иркутск облаçĕн Катанга районĕ
- наканна.
Кăнтăр пуплевĕн калаçăвĕсем
Чăшлату кĕçĕн ушкăн:
- тури лена (качуг) — Иркутск облаçĕн Качуга районĕ,
- ангар,
- çурçĕр байкал — Байкалăн çурçĕр тата çурçĕр-анăç çыранĕн хĕрринче, Буряти,
- тури ангара — Тури Ангара юханшывăн бассейнĕнче, Буряти.
Касакан кĕçĕн ушкăн:
- ванавара — Красноярск Енĕн Ванавара ялĕ таврашĕнче,
- куюмби,
- полигусово — Красноярск Енĕн Полигус яле таврашĕнче,
- байкит — в районе посёлка Байкита Красноярского края,
- суринди — Красноярск Енĕн Суринда юханшывĕн бассейнĕнче,
- баунти — Бурятири Баунт паççулки таврашĕнче
- талоч,
- тунгукочон,
- нерча — Байкал лешьенри Нерчинск таврашĕнче.
Хĕвелтухăç пуплевĕн калаçăвĕсем
- баргузин,
- калар,
- олёкма,
- тунгир,
- токкин,
- амгин,
- джелтулак,
- тимптон,
- томмоти — Томмот хула таврашĕнче, Якути,
- хинган,
- чульман,
- учур,
- зей,
- селемджа,
- бурей — Буреи юханшывĕн бассейнĕнче, Хабаров Ен, Амур облаçĕ,
- урми,
- аян,
- аим,
- май,
- нелькан,
- тоттин,
- чумикан,
- тугур,
- сахалин — Сахалин утравĕ çинче.
Литература чĕлхи
Remove ads
Фонетика
Çавăн пекех пăхăр
- Эвенк çырулăхĕ
Асăрхавсем
Каçăсем
Вуламалли
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads