Таранто
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Таранто — Италин Апули тăрăхĕнче вырнаçнă хула, Таранто провинцийĕн тĕп хули. Итали ТÇФ-ĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ порчĕ шутланать. Кунтах вĕсен пысăк база вырнаçнă.
Remove ads
Истори
Тарента (хулан малтанхи ячĕ) пирĕн эра умĕнхи 706 çулта спартакçăсем (спартансем) никĕсленĕ. Хула вырăнне вĕсем Тарент кӳлмекĕн анлăн сарăлса выртакан çыранĕ хĕрринче; Апули, Лукани тата Калабри чиккисем хĕрринче туса лартнă. Ӳснĕ çемĕн хула пĕлтерĕшĕ ӳссех пынă — çывăхри анлăн сарăлса выртакан ял хуçалăх çĕрĕсене тытса тăма пуçланă. Хулан порчĕ Кăнтăр Италире чи меллĕскер шутланнă — кунта суту-илӳ, тĕрлĕ ремесла лайăх аталаннă пулнă. Пирĕн эра умĕнхи VII ĕмĕрте вăл Аслă Грецин чи пуян, чи аслă хуласенчен пĕри шутланнă.
Тарантăпа Рим хушшинчи хирĕçӳ Пирр вăрçи патне илсе çитернĕ. Вăл пирĕн эрăчченхи 280-275 çулсенче пулса иртнĕ.
Remove ads
Хуçалăх
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads