Апули

From Wikipedia, the free encyclopedia

Апули
Remove ads

Апу́лия (ав.гр. Ἀπουλία; итал. Puglia [ˈpuʎːa], [пулʲја], неап. Pùglia, тарант. Pugghie) — Итали облаçĕ.

Подробнее Апулия Puglia ...
Remove ads

Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ

Апулия — Италин си тухăç регионĕ: Салентăри Отранто сăмсахĕ Албани çыранĕнчен 80 çм вырнаçнă.

Регион çыранĕсемпе Адриатипе Иона тинĕссен хĕррине тухать, континент регионĕсем хушшинче чи вăрăм çыранли шутланать.

Регионăн тип çĕр çинчи чиккисем Форторе тата Брандано юханшыв йеррипелле пулаççĕ.

Кунти çĕр пичĕн 53,3% пайĕ тӳрем, 45,3% сăртлă, 1,5% çеç туллă пулать, вара çак регион Италири айлăмлă çĕр шутланать. Чи çӳллĕ тусем — Монти-Дауни, тăррисем Корнаккия ( Monte Cornacchia) — 1152 м тата Кальве (Monte Calvo) çӳллĕшĕ - 1055 м..

Thumb
Апулия провинцисем

Апулия регионăн шутне çак провинцисем кĕреççĕ:

  • Бари
  • Барлетта-Андрия-Трани
  • Бриндизи
  • Лечче
  • Таранто
  • Фоджа

Унсăр пуçне, регион Саленто, Гаргано, Терра-ди-Бари, Тавольере-делла-Апулия, Арко-Иконико-Тарантино тата Субаппенино-Дауно историлле-географи облаçĕсене пайланать.

Thumb
Историлле облаçсем.

Хуласем

Thumb
Апулия пейзажĕ
Remove ads

Кун-çулĕ

Апу́лия (лат. Apulia, апулсен ячĕпе) — Италин кăнтăр-тухăç енчи историлле-администрациллĕ облаç, Авалхи Римра çăкăр тăвас енĕпе паллă пулнă. Авалхи грексем ăна Япигия, Дедалăн Япиг ывăлне е япигсен йăхне асăнса) (ав.гр. Ἰαπιγία тенĕ. Паха улăхсемпе, çуллă çĕрсемпе тата çамран тунă япаласемпе палăрнă. Чăнлавсемпе, вырăнти пурăнан çынсем мессапсем (салентинсем) тата апулсем (педикулсем) пулнă, каярахпа кунта давнсем, çакăнтан ĕнтĕ Апулин илемлĕ ячĕ — Давния пулса кайнă, тата троянсем килеççĕ. Облаçре пурăнансене т тĕшмĕшлĕ те тараватлă тенĕ. Шĕкĕр хуласем: Луцерия, Венузия, Канузий, Аускул, Арпы, Сипонт, Гердония тата Теан Апулийский, портсем: Бриндизи, Тарент, Бари тата Гидрун (грексем никĕсленĕ). Чи пысăк юханшыв — Ауфид (халĕ Офанто). Апулия витĕр Аппи тата Трая çулĕсем выртнă. Иккĕмĕш Пуни вăрçинче Апулия Каннă патĕнче римсене çапса аркатнă Ганнибал енне куçать. Диоклетиан чухне Апулия провинци шайне куçать.

Remove ads

Экономика

Промăçлăхра экономикăри хастар халăхăн 27% ĕçе хутшăнать. Тахçанхи ял-хуçалăх çимĕçне тăвакан отраçлĕсемсĕр пуçне, нефте тăвас ĕç (Бари, Бриндизи), нефтехими, металлурги ĕçĕ (Таранто) аталанать, машинă тăвас,çĕвĕ, тĕртев, резина (Бари шина савучĕ) промăçлăхĕ аталанать. Тарантора (Италин хăвачĕпе 2-мĕш тинĕс-çар порчĕ) карап верфĕсем тата арсенал пур.

Каçăсем

  • Апулия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  • Апулия 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. Итали пирки тетел-хаçат страницинче
  • Апулия регионĕ Апулия регионăн сайчĕ.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads