Темза
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Те́мза (акăл. Thames [ˈtɛmz], лат. Thamesis) — Аслă Британин кăнтăрĕнчи юханшыв.

Тăршшĕ — 334 км, бассейн лапткĕ — 15,3 тыс. км².
Remove ads
Юпăсем
Темзăн 38 юпă.
Вĕсенчен паллăраххисем: Черн, Лич, Коул, Колн, Виндраш, Эвелоуд, Чаруэлл, Ок, Тейм, Пэнг, Кеннет, Лоддон, Коулн, Уэй, Моул, Брент, Уэндл, Эффра, Уэстборн, Флит, Рейвенсборн (Дептфорд-крик), Ли, Дарент, Ингреборн.
Темза литературăра
- Джером Клапка Джером Темза лăпкăлăхне «Виççĕн кимĕ çинче» кĕнекинче кăтартнă. Унта виç тус анчăкпа юханшыв тăрăх тăвалла, Кингстон-Темза-çинчинчен пуçласа Оксфорда çити хăпарни пирки çырнă. 1889 çулта хайланă повеçе нумай ют чĕлхене куçарнă, вăл «классическим примером тонкого юмора» шутланать.
- Тепĕр, ачасене те, çитĕннисене те кăмăлне каякан, паллă кĕнеки — «Çӳçери çил» повеç. 1908 çулта Кеннет Грэм, Темза çинчи Пангбурн хулинчен, юханшыв çинче пурнан чĕрчунсем пирки хайлава вĕçленĕ.
- 2007 çулта Питĕр Экройдăн «Темза: таса юханшыв» кĕнеки çутă курать. Хăйĕн май стайпа автор юханшывăн кун-çулне тăвать: çулкуçĕнчен тинĕсе таран, аваллăхран паянкуна çити.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Çавăн пекех
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads