Çурçĕр тинĕсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Çурçĕр тинĕсĕ(маларах тата Нимĕç тинĕсĕ[1]; фр. Mer du Nord, ним. Nordsee, гол. Noordzee, фриз. Noardsee, акăл. North Sea, норв. Nordsjøen, дан. Nordsøen или Vesterhavet) — Европăн çурçĕр енчен вырнаçнă Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Хĕвелтухăç енче Норвегипе Дани çыранĕсем, хĕвеланăç енче Британи утравĕсем, кăнтăр енчен Германи, Нидерландсем, Бельги тата Франци çыранĕсем вырнаçнă.
Пысăк портсем: Гамбург, Эсберг, Роттердам, Лондон, Осло, Берген[2]..
Балтикăпа (Скагеррак, Каттегат, Эресунн, Мăн Бельт, Кĕçĕн Бельт проливсем тăрăх уйрăлса тăрать) Норвеги тинĕсĕсемпе тата Ла-Манш проливĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Remove ads
Экономика енчен пĕлтерĕшĕ
Çурçĕр тинĕсĕнче пулă нумай. Унта треска, сельдь, креветка, палтус тата ытти пулă тĕсĕсене тытаççĕ. Çурçĕр тинĕсĕнче çавăн пекех нефтьпе газ кăлараççĕ. Нефтье кунта XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче шыраса тупнă. Унтанпа вăл Норвегипе Аслă Британи валли энерги пурлăхĕсемпе тивĕçтерессипе пысăк шайра тăрать.

Кунсăр пуçсăр çурçĕр тинĕсĕ нумай патшалăхсене шыв тарăх çыхăнтарать, ун урлă карап çулĕсем иртеççĕ.
Remove ads
Вуламалли
- Vittorio Barale, Martin Gade. Remote sensing of the European seas. — Springer. — P. 8-10. — ISBN 9781402067716
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads