Туполев Андрей Николаевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Туполев Андрей Николаевич
Remove ads

Андрей Николаевич Туполев (Чӳк, 10 1888раштав, 23 1972) — cовет авиаконструкторĕ, ССРП ĂА академикĕ, генерал-полковник-инженер (1968), виçĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ (1945, 1957, 1972), РСФСР Ӗç Паттăрĕ (1926).

Thumb
Туполев Андрей Николаевич

Туполев ертсе пынипе çĕр ытла самолёт шутласа хатĕрленĕ, вĕсенчен 70 серилле туса кăларнă. Унăн самолёчĕсем çинче 78 тĕнче рекорчĕсене тытнă, 30 ытла чаплă вĕçеве пурнăçланă. Туполев паллă авиаконструкторсемпе ăслăхçăсене вĕрентсе ӳстернĕ, вĕсем кайран самолёт тăвакан УКБ ертсе пынă. Вĕсем хушшинче В. М. Петляков, П. О. Сухой, В. М. Мясищев, А. И. Путилов, В. А. Чижевский, А. А. Архангельский, М. Л. Миль, А. П. Голубков, И. Ф. Незваль, A. A. Туполев. Вăрçă вăхăтĕнче ăна аресленĕ, вара унăн хупăнчăк ШĔХК КБ – (ЦКБ-29) ĕçленĕ.

Remove ads

Кун-çулĕ

Thumb
Туполевăн чи кĕрнеклĕ самолёчĕ -Ту-144- 1969 çулхи ССРП почтă пуххинче

1908 çулта Император техника училищине (каярахпа МВТУ) вĕренме кĕрет, 1918 çулта çӳллĕ паллăсемпе вĕренсе тухать. 1909 çултанпа сывлăш-вĕçев кĕтесĕнче пĕлӳ пухса тăрăшать. Планер тунă çĕре яшлăхра хутшăнса 1910 çулта пĕрремĕш вĕçеве ирттернĕ. 1916-18 çулсенче Туполев Раççейри пĕрремĕш авиаци шутлав бюро хатĕрлес ĕçе тăвать; училищĕре пĕрремĕш аэродинамикă пăрăхĕсене хатĕрленĕ. Н. Е. Жуковскипе пĕрле ЦАГИ-не йĕркелесе хунă, ертсе пынă. 1918-36 çулсенче — коллеги юлташĕ тата институт пуçлахĕн çумĕ.

Remove ads

Çав. пекех

Каçăсем

Документлă фильмсем
Вилтăпри
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads