ФМШ 18

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

ФМШ 18 е МПУ-н ЯВĂТ (ятарлă вĕрнӳпе ăслăлăх тĕпĕ) 1989 çулчен «18-мĕш нумерлĕ физикăпа математикă шкул-интерначĕ» (ФМШ 18) — Мускав университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интернат.

Çав евĕрлĕ шкул-интернатсем, ытти аслă шкулсем çумĕнчисем, СССР хулисенче те пулнă: Киевра, Çĕнĕ Çĕпĕрте, Ленинградра. Шупашкарта та çавăн пек Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ 196?-1981 çулсенче ĕçленĕ.

Кун-çулĕ

Тăватă ятарлă шкула ССРП Министрсен Канашĕ хушнипе 1963-мĕш çулта уçнă. Мускаври интерната А. Н. Колмогоров академик йĕркелесе пынă. Пархатарлă саманара ЯВНТ валли укçасене уйрăм йĕркепе куçарса панă.

ЯВĂТа вĕренме Раççей Федераципе Белорусирен талантлă шкул ачисене илеççĕ.

Шкулта физикапа математика ятарлă дисциплинăсем шутланаççĕ. 1989 çул[b чӳкре химипе хăватлă хатĕрлес класне, каярахпа — биологипе, экономикăпа, информатикăпа енĕпе хăватлă хатĕрлес классем те уçнă.

Шкула кĕме нумай пусмаллă экзамен (çыруллă тур, калаçуллă тур, «Çуллахи шкул») витĕр тĕрĕсленсе тухмалла. Çыруллă турне яланхи пекех (математикă турĕ) облаç олимпиадисенче иртереççĕ. Калаçуллă турĕ — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ăслăлатас институтĕнче (е облаçри çавăн евĕр аслă пĕлӳ тĕпĕнче) иртет. «Çуллахи шкулĕ» ЯВĂТ-ра икĕ эрнеллĕ хăтлануллă вĕренӳ сеансĕ шутланать.

1980-мĕшпе 1990-мĕш çулсенче вĕренсе тухнисем кĕмелли экзамен тытмасăрах (шкул «рекомендаци» хучĕпе) МПУ-на, ытти аслă пĕлӳ шкулĕсене те вĕренме илеççĕ.

1990 çулта МПУ ЯВĂТ 200 яхăн ача вĕреннĕ, 200 яхăн ĕçчен (вĕрентӳçĕсем, пăхса ӳстерекенсем, администраци тата пулăшса тăракан персонал).

1990 çулта пĕр уйăхра апат-çимĕçшĕн 34 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Ытти тăкакне патшалăх укçипе сапланă.

Паян МПУ ЯВĂТ - вĕрентӳпе пĕлӳлĕх шайĕпе Раççейре чи малти вырăнта шутланать.

Шкула кĕмелли экзаменсене пуш-ака уйăхĕсенче Раççейĕн Европă пайĕнчи облаçĕсен тĕп хулисенче ирттереççĕ. Экзамен расписанипе ирттерӳ вырăнĕсене МПУ ЯВĂТ официаллă сайчĕнче тупма пулать.

Remove ads

МПУ ЯВĂТ паллă вĕрентӳçисем

МПУ ЯВĂТ вĕренсе тухнă паллă çынсем

  • Юрий Матиясевич (Гильбертăн вуннăмĕш проблемине шутласа тупнă.
  • Евгений Касперский 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. — компьютерсене вируссенчен сиплекен тĕнчепе паллă ĕçченĕ, Касперски лаборатори кампанине никĕслекенĕ.
  • Сергей Артёмов 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ математикă логики кафедрин профессорĕ, Корнелл Университечĕн (АПШ) профессорĕ, Çĕнĕ Йорк Университечĕн Graduate Center хисеплĕ профессорĕ.

Каçăсем

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads