Биологи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Биологи (грек βιολογία; ав.гр. βίος «пурнăç» + λόγος «вĕрентÿ, ăслав»[1]) — чĕрĕ çутçанталăка тата вăл тавралăхпа еплерех çыхăнура тăнине тĕпчекен ăслăх.


- Биолог «ыйтни» кунта янă; çавăн пекех урăх пĕлтерĕшсене пăхăр.
Хальхи вăхăтра биологи пĕтĕм тĕнчери вăтам тата аслă шкуллсенче стандартлă предмет пулса тăрать.
Çулсерен биологипе, çавăн пекех медицинăпа, биомедицинăпа[2], тата биоинженерипе миллион ытла статья тата кĕнеке пичетленсе тухать.
![]() |
![]() |
![]() |
![]() |
Биологи сăмаха усă курма пĕр-пĕринчен уйрăм 1802 çулта Ж. Б. Ламарк тата Г. Р. Тревиранус сĕннĕ. Çавăн пекех ку сăмах Т. Роозе (1797) и К. Бурдах (1800) хайлавсенче пур.
Биологи пурнăçăн мĕнпур аспекчĕсене тишкерет, уйрăммăн илсен: структурине, функциленине, ÿснине, пулса кайнине, эволюцие тата чĕрĕ организмсем Çĕр çинче епле валĕçĕннине. Чĕрĕ пурăнавçăсен Классификацийĕ тата вĕсене çырса кăтартасси, биологилле тĕссем мĕнле пулса кайса пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа çыхăнни — кусем те биологи талккăшнех кĕреççĕ[3].
Çутçанталăк ăславĕсенчен биологи хăйне пайăррăн XIX-мĕш ĕмĕрте уйрăлса тухнă: шăпах ун чухне чĕрĕ организмсене чĕрĕ маррисенчен уйăрса тăракан енсене тата палăрăмсене тупса палăртнă.
![]() |
![]() |
![]() |
![]() |

Remove ads
Тĕнчен биологилле карччынĕ
Пайрăм теорийĕ
Пайрăм теорийĕ — пĕтемĕшле йышăннă биологилле пĕтĕмлетÿсенчен пĕри, унпа килĕшÿллĕн, ӳсентăрансенче, чĕрчунсенче тата ытти пайрăмла тытăмлă чĕрĕ организмсенче хайхи пайрăм пĕрлĕхле элемент пулса тăрать.
Эволюци
Эволюци, биологи́лле эволю́ци (лат. evolutio — «сарăлни») — чĕрĕ çутçанталăк аталанăвĕн популяцисен генетикăллă тытăмĕ улшăннипе, адаптацисемпе, тĕссем çуралнипе е вилнипе, экотытăм тата биосфера пĕтĕмĕшле трансформациленнипе палăрса тăракан юрилле мар процесĕ.
Ген теорийĕ
Ген (ав.гр. γένος — ăру) — классикăлла генетикăра — несĕллĕх факторĕ, вăл хăй çинче организмăн пĕр-пĕр палли е функцийĕ тĕлĕшпе информаци «çĕклесе çÿрет» тата вăл хăй те çав несĕллĕхĕн структурăлла тата функцилле пĕрчи пулса тăрать.
Çакнашкал хапапа «ген» термина 1909-мĕш çулта дан ботаникĕ, ÿсентăрансен физиологĕ тата генетикĕ Вильгельм Йоханнсен кĕртнĕ[4].
Каярахпа, çĕнĕ пĕлÿсем пухăннă май, кунашкал палăртава татах та тĕллĕхлерех тунă, анчах капла ансаттăн калани те питех кивелмен.
Гомеостаз
Гомеоста́з (ав.гр. ὁμοιοστάσις, ὅμοιος «пĕр пек, евĕрлĕ» + στάσις «тăру; хускалманлăх») — хăйрегуляцилев, способность уçă система хăйĕн шалти тăрăмне, реакцисене динамикăлла шайлашулăхшăн координацилесе, улшăнми сыхлама пултарни. Система, тавралăхăн хирĕçтăрăвне сирсе, хăйне хăй çине çинех унчченхи пек майлаштарма туртăнни.

Мелвин Кальвин. Фотосинтез химизмне тĕпченĕ. Нобель премийĕн лауреачĕ (1961)
Энерги
Энерги татти-сыпписĕр пырса тăнинчен килет. Мĕн организмшăн çимĕç вырăнĕнче, çавă энерги çалкуçĕ те пулса тăрать. Çапла вара, ку процесра çав çимĕç молекулисенчен энерги те килсе тăрать, çав вăхăтрах организм валли кирлĕ ытти молекулăсмепе те химилле реакцисемпе майлашăнаççĕ.
Энерги илмелли пĕрремĕшле çăлкуç — ытларах чухне çутă тата, çав шутра, тĕпрен илсен, Хĕвел çути, анчах та хăшпĕр бактерисем тата архейсем энергие хемосинтез майĕпе илсе тăраççĕ.
Çутă энергийĕ, фотосинтез тивлечĕпе, органикăлла япалалăхсен химилле энергине куçать, вăл вара пурнăçа тытса пырать, биомассăна ÿстерет, пĕр пайĕ тавралăха ăшă халлĕн тата каяш пек тавралăха саланать. Хайхи юлашки тапхăр вăл сывлав тата метаболизм.
Пурнăç йĕркеленĕвĕн шайĕсем
Чĕрĕ организмсем — кăткăс структурăсем, çавна май биологире вĕсене тĕрлĕ шайсенче пăхса тухаççĕ. Вĕсене черетлесе тухасси тĕлĕшпе, хăшне-пĕрне пĕрлештеме те май пуррипе, тĕрлĕ вариансем пур. Шайсене, сăмахран, ак çапла палăртма пулать.
- Молекулăсен шайĕ.
- Пайрăмсен шайĕ.
- Тĕртĕмсен шайĕ.
- Органсен шайĕ.
- Организмсен шайĕ.
- Популяци-тĕс шайĕ.
- Биогеоценоз шайĕ.
- Биосфера шайĕ.
Remove ads
Биологилле ăславсем
Биологилле дисциплинăсем
Акарологи — Анатоми — Альгологи — Антропологи — Апиологи — Арахнологи — Бактериологи — Биогеографи — Биогеоценологи — Биотехнологи — Биоинформатика — Океан биологийĕ — Аталану биологийĕ — Биометри — Бионика — Биосемиотика — Биоспелеологи — Биофизика — Биохими — Ботаника — Биомеханика — Биоценологи — Биоэнергетика — Бриологи — Вирусологи — Гельминтологи — Генетика — Геоботаника — Герпетологи — Гидробиологи — Гименоптерологи — Гистологи — Дендрологи — Диптерологи — Зоологи — Зоопсихологи — Иммунологи — Ихтиологи — Колеоптерологи — Космос биологийĕ — Ксенобиологи — Лепидоптерологи — Лихенологи — Малакологи — Микологи — Микробиологи — Мирмекологи — Молекулярлă биологи — Морфологи — Нейробиологи — Орнитологи — Одонатологи — Ортоптерологи — Палеонтологи — Палинологи — Паразитологи — Радиобиологи — Систематика — Системная биология — Синтетикăлла биологи — Таксономи — Теорилле биологи — Териологи — Токсикологи — Фенологи — Физиологи — ВНД физиологийĕ — Чĕрчунсен тата этем физиологийĕ — Ӳсентăрансен физиологийĕ — Фитопатологи — Флористика — Цитологи — Эволюцилле биологи — Экологи — Эмбриологи — Эндокринологи — Энтомологи — Этологи.
Remove ads
Биологи историйĕ
Галерей
- Animalia - Bos primigenius taurus
- Planta - Triticum
- Fungi - Morchella esculenta
- Stramenopila/Chromista - Fucus serratus
- Bacteria - Gemmatimonas aurantiaca (- = 1 Micrometer)
- Archaea - Halobacteria
Çав. пекех
Вуламалли
- Woese C. R. A new biology for a new century //Microbiology and Molecular Biology Reviews. — 2004. — Т. 68. — №. 2. — С. 173—186.
- Большой энциклопедический словарь. Биология. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1999.
- Биология // Биологический энциклопедический словарь / Гл. ред. М. С. Гиляров; Редкол.: А. А. Баев, Г. Г. Винберг, Г. А. Заварзин и др. — М. : Сов. энциклопедия, 1986. — С. 66. — 831 с. — 100 000 экз.
Remove ads
Каçăсем
- Электронный учебник по биологии
- Проект «Вся Биология»
- Государственный рубрикатор научно-технической информации — Биология
- Биология. ТАСС. — Читать все последние новости на тему. Тĕрĕсленĕ 7 Ҫурла уйӑхӗн 2023.
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads