Искандер Фазиль Абдулович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Фазиль Абдулович Искандер (1929, пуш, 6, Сухуми, Абхаз АССР, Грузи ССР — 2016, утă, 31, Мускав, РФ) — паллă абхаз тата вырăс прозăçи, сăвăçи, эссейçи.

Remove ads
Биографи
Вăл Сухуми хулинче, Абхази республикинче, 1929 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче кирпĕч савучĕн хуçи пулнă, иран çынĕн çемьинче çуралнă. 1938 çулта пулас çыравçăн ашшĕне Совет Союзĕнчен кăларса янă, çавăнтанпа Искандер нихăçан та ашшĕне курман. Амăшĕн абхаз тăванĕсем ăна Чегемре çитĕнтернĕ.
Абхазири вырăс шкулĕнче ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Мускаври Библиотека институтне аслă пĕлӳ илме кĕнĕ. Виççĕ çул тăрăшнă хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне куçнă, унта 1954 çулта диплома тивĕçнĕ.
1954 çулта вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки («Туçи сукмакĕсем» — «Горные тропы») Сухумире 1957 çулта пичетленнĕ, 1950-çулĕсем вĕçĕнче «Юность» («Çамрăклăх») журналпа туслашма тытăннă.
1954—1956 çулсенче Курскра тата Брянскра журналистика енĕпе ĕçленĕ. 1956 çулта Паткомиздатра абхаз уйрăмĕн ертӳçи вырăнне йышăннă, çавăнта 1990-мĕш çулсен пуçламĕшĕччен вăй хунă[1]. 1990-мĕш çулĕсенченпе пĕрмаях Мускава пурăннă.
1979 çулта «Метрополь» альманаха кăларнă çĕре хутшăннă.
2016 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Мускавра куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Remove ads
Паллă кĕнекисем
- «Сандро из Чегема»,
- «Человек и его окрестности»,
- «Стоянка человека»,
- «Кролики и удавы»,
- «Созвездие Козлотура»,
- «Софичка»,
Чыслани
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads