Ф. И. Шаляпин ячĕллĕ тĕнчери опера фестивалĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ф. И. Шаляпин ячĕллĕ тĕнчери опера фестивалĕ (Шаляпин фестивалĕ) — çулсерен Хусанта иртекен тĕнчери мусăк фестивалĕ. Тутар патшалăх оперăпа балет Муса Джалиль ячĕллĕ академи театрĕн сцени çинче иртет.

Remove ads
Истори
1982 çулта Тутар патшалăх оперăпа балет Муса Джалиль ячĕллĕ академи театрĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Рауфаль Мухаметзяновпа тата тĕп дирижёрĕ (1979—1982) Виталий Куценко инициативипе пуçарăнса кайнă. Фестивале Хусанта 1873 çулта çуралнă паллă вырăс опера тата камера юрăçи Фёдор Шаляпин ятне панă.
1985 çулта фестиваль пĕтĕм Раççейри статуса тивĕçнĕ, 1991 çулта вара — тĕнче шайне тухнă[1]. 2012 çулта 30-мĕш каçалăк фестивалĕ фестивалĕ иртнĕ, унта Михаил Плетнев, Валерий Гергиев тата Мария театрĕн коллективĕ, Рене Папе бас килнĕ.
Фестивале тĕрлĕ çулсенче чаплă вокалистсем тата дирижёрсем хутшăннă. Спектакльсенче тата концертсенче Ирина Архипова, Булат Минжилкиев, Дмитрий Хворостовский, Мария Биешу, Ирина Богачёва, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Ольга Бородина, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ольга Гурякова, Хибла Герзмава, Николай Путилин, Альбина Шагимуратова, Владимир Васильев савăнтарнă.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads