Тутар патшалăх оперăпа балет Муса Джалиль ячĕллĕ академи театрĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Тутар патшалăх оперăпа балет Муса Джалиль ячĕллĕ академи театрĕ
Remove ads

Тутар патшалăхĕн оперăпа балет Муса Джалиль ячĕллĕ академи театрĕ (М.Джалиль ячĕллĕ ТПОБАТ, (тут. Муса Җәлил исемендәге Татар Дәүләт Опера һәм Балет театры) — Тутарстан Республикин тĕп хулинче Хусанта, Ирĕклĕх лапамĕнче вырнаçнă Раççейĕн чи пысăк театрĕсенчен пĕрри.

Краткие факты Малтанхи ячĕсем, Йĕркеленĕ ...
Remove ads

Кун-çулĕ

Фестивальсем

М.Джалиль ячĕллĕ ТПОБАТ килĕнче Тĕнчери пысăк фестивальсене — Ф. И. Шаляпин ячĕллĕ (1982 çултанпа), Р.Нуриев классика балет ячĕллĕ (1987 çултанпа иртет, 1993 çултанпа Нуриев ятне тивĕçет), çаплах федераци тата республика тата хула шайĕнчи урăх культура мероприятисене — ирттереççĕ.

Ф. И. Шаляпин ячĕллĕ тĕнчери опера фестивалĕ

Рудольф Нуриев ячĕллĕ классика балечĕн тĕнчери фестивалĕ

Тĕп статья: Нуриев фестивалĕ

Пĕрремĕш фестивалĕ 1987 çулта иртнĕ. Фестивале чаплă ташăç ятне 1992 çулта Хусана курма килнĕ Рудольф Нуриевран ыйтса илсе тивĕçтернĕ. Пĕтĕм Раççейри шайран Тĕнчери шая хăпарса пырса, фестиваль çулсерен паллă пулса пырать, халĕ вăл Тутарстанăн мусăк-театрĕн символĕ, Раççепе Европа культурин паллă пайĕ шутланать. Фестивале хăнана тĕрлĕ вăхăтра В.Васильев, Е.Максимова, Г.Комлева, Н.Долгушин, Н.Грачёва, К.Кырб, Л.Кунакова, Н.Павлова, Т.Чернобровкина, Н.Ледовская, Илзе Лиепа, П.Скирмантас, И.Валекайте, Э.Шпокайте, Т.Кладничкина, В.Григорьев, А.Дорош, Л.Шипулина, Е.Князькова, И.Шапчиц (Завьялова), Ульяна Лопаткина, Ю.Махалина, Т.Голякова килсе хусансене савăнтарнă.

Кăсăк хыпарсем

Кашни çул Театр умĕнче литература уявĕсем иртеççĕ: Тукай палăкĕ патĕнче – сăвăçăн çуралнă кунĕнче, Пушкин палăкĕ патĕнче - славян çырулăхĕн кунĕнче.

Remove ads

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads