Херес

From Wikipedia, the free encyclopedia

Херес
Remove ads

Херес - ( исп. jerez, анкăл sherry ) - вăтам хаярлатнă испан шурă эрехĕ. Чăн хересе Херес тăрăхĕнче — Кăнтăр Испанири Андалузи провинцинче — тăваççĕ.

Thumb
Пичкесенчи херес эрехĕ нӳхрепре.

Иçĕм сорчĕсем

Херес тăрăхĕнче 11 пин гектар çĕр çинче (2006 çул) иçĕм ӳсет. Херес эрехне тума ирĕк панă шурă иçĕм сорчĕсем: Паломино (90 %), Педро Хименес, Москатель (Мускат), Видуэньо, Перруно, Мантуо.

Иçĕм çырлине авăн уйăхĕнче пуçтарма тытăнаççĕ. Кун пирки алхас уявĕ иртет - "Фиеста-де-ла-Бендимия".


XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче филлоксера эпифитотийĕ умĕн хересе тумашкăн иçĕм çырлин нумай сортне янă; 1868 çулта çак йыша 42 сорта кĕртнĕ[1].

Анлăрах сарăлнă сортсем:

  1. Palomino bianco, пуринчен малтан пиçсе çитет те питĕ паха эрех парать;
  2. Mantuo икĕ тĕсĕ, вĕсенчен япăх мар эрех тăваççĕ, вĕсем хăйăрлă (акшар/пура айтăпри) тăпра çинче ӳсеççĕ;
  3. Mollar икĕ тĕсĕ, Albillo тата Perruno, вĕсенчен типĕ эрехсем, уйрăмах вĕсен букетне хаклаççĕ;
  4. Pedro-Ximenez, Moscatel тата Tintilla-de-Rota: кусенчен питĕ паха пылак эрехсене тăваççĕ.

Хальхи вăхăтра хересе иçĕмĕн виçĕ сортĕнчен кăна тăваççĕ: Palomino Fino (мĕнпур продукцин 95 %), Pedro Ximenez тата Moscatel Fino[2].

Remove ads

Технологи

Thumb
Херес тултарнă кĕленче тата бокал.

Эрехе тумашкăн пиçсе çитнĕ иçĕм çырли кирлĕ, çавăнпа та пайăн-пайăн, темиçе хутчен пуçтараççĕ. Хересĕн пылак сорчĕсене иçĕме таптаса çăрас умĕн ытларах чухне хулăмран тунă матсем çине хураççĕ те Хĕвел çинче икĕ эрне вырттараççĕ. Çакăн хыççăн иçĕме пăчăртаса илеççĕ.

Херес сорчĕсем

Thumb

  • Фино - ( fino ) - улăм-ылтăн тĕслĕ, 15-17 % хаярлăхпа пылаксăр эрехĕ. Миндаль, типĕ курăк, кăмпа шăршиллĕ.
  • Олоросо
  • Манзанилья - тĕттĕм-хăмăр тĕслĕ, кăштах тăварлă тутти.

Херес тăвакан пысăк компанисем

Подробнее Компани, Никĕсленĕ, çул ...

Хересрен тунă коктейлсем

Хересе аперитив коктейлĕсене тунă çĕрте ускураççĕ. Хутăштарса хатĕрленĕ ĕçмесене ытларах водкăпа, джинпе, вискипе пĕрле ĕçеççĕ. Кирлĕ чухне херес вырăнне шурă типĕ вермут та каять.

Çав. пекех

  • Херес-бренди
  • Херес уксусĕ
  • Солера

Литература

  • Волкова Г. И. jerez // Учебный испанско-русский лингвострановедческий словарь-справочник. — М.: Высш. шк., 2006. — ISBN 5-06-004248-0
  • Менделеев Д. И., Таиров В. Е. Херес // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  • М.А. Герасимов Херес // Технология вина. — М.: 1959.
  • Н.Ф. Саенко Херес. — М.: 1964.
  • Херес // Товарный словарь / И. А. Пугачёв (тĕп редактор). — М.: Государственное издательство торговой литературы, 1960. — Т. IX.
  • Херес // Энциклопедия виноградарства / редкол.: А. С. Субботович (пред.) и др.. — Кишинёв: Главная редакция Молдавской Советской Энциклопедии, 1987. — Т. 3. — 50000 экз. — ISBN 978-0-01-360551-0
  • Вино // Большая российская энциклопедия. Том 5. — М.: 2006.
  • Попов А. А. Херес // Секреты сомелье. — Ростов н/Д: Феникс, 2009. — (Все обо всем). — 3000 экз. — ISBN 978-5-222-15220-1
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads