Чĕмпĕр районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чĕмпĕр районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).
Администраци центрĕ — ĕçтешсен посёлокĕ Ишевкке.
Район çĕр лаптăкĕ — 1874,0 çм², вăл облаç территорин 5 % пулать. Район çĕрĕ витĕр автомобиль тата чукун çулĕсем хывнă.
Remove ads
Халăх йышĕ
Районта 58,6 пин çын пурăнать, вĕсенчен хулара — 48 % (28,3 пин çын). Вырăссем 70 % яхăн, чăвашсем —13 %, тутарсем — 11 % ытла, мордвасем — 2 % ытла. 56 пурăнан вырăнĕсенчен 25 чылайрах чăвашсем, 13 — тутарсем, 3 — мордвасем йышанаççĕ.
Районти 56 ялтан 25-ĕшĕнче чăвашсем чи пысăк йыш шутланаççĕ е çавна çывăх тăрăмра тăраççĕ. Анчах та историлле чăваш ялĕсем çук. Историлле тутар тата мордва ялĕсем пур (Çĕнĕ Питенкĕ, Хĕрлĕ Сӳнтĕк, Вышки).
Remove ads
Хуçалăхĕ
Районти сиплĕ минерал çăлкуçĕсене Унтăр сали çумĕнче тупнă, çавăнти шывпа сиплев ĕçĕсенче Раççейĕн чаплă сывлăх управĕсенче — Ленин ячĕллĕ тата «Дубки» санаторийĕсенче усă кураççĕ. Унтăр минерал шывне «Волжанка» заводра кĕленчĕлесе кăлараççĕ. Çаплах районта çунакан сланец тата торф управĕсем пур, хăйăрлăхсенче кварц хăйăр тăприне тупса кăлараççĕ. Ял хуçалăхĕсенче тырă-пулă, çĕрулми, сĕт-çу, аш-какай, çăм туса илеççĕ.
Remove ads
Музейсем
Ивановка салинче ача çурчĕнче, 1935 — 1940 çулсенче Совет Союзĕн Паттăрĕ А. М. Матросов вĕренсе ӳснĕ. Халĕ кунта А. М. Матросовăн мемориаллă музейĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads