Чернов Георгий Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чернов Георгий Николаевич – 2-мĕш Украина фрончĕн 202 -мĕш стрелок полкĕн 645-мĕш полкĕн рота командирĕ, лейтенант. Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Remove ads
Кун-çулĕ
Хальхи Комсомольски районĕн Нĕркеç ялĕнче 1916-мĕш çулта çуралнă. 1922-мĕш çулта кил-йышĕпе пĕрле Алтай Енне куçса каяççĕ. Хальхи Первомайски районĕнчи Волга паççулкинче пурăнаççĕ. Кунта "Канаш" колхоз йĕркелеççĕ. Голышево салинче 7-класслă шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра бригадир пулса ĕçленĕ.
1938-1940-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Кайран Барнаула таврăннă, типографинче наборщик, çул мастĕрĕ пулса ĕçленĕ.
1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Çар пехота училищин хăвăртлатнă курсне пĕтерсен Сталинград патĕнчи çапусене хутшăнать. Каярах 202-мĕш полкпа пĕрле Украинăна фашистсенчен ирĕке кăларать. 1944–мĕш çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Румынири Берлешти ялĕ патĕнчи çапăçура 202-мĕш стрелоксен дивизин 645—мĕш стрелоксен полкĕн Чернов ертсе пыракан рота 130 румын пехотинецне плена илет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов лейтенант 10 ытла салтакпа пулемет расчетне хăйех пĕтерет. Çурлан 21-мĕшĕнче рота 192.0 сăрта штурмласа илет, тăшманăн 5 контратакине сирет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов аманать. Ăна плена илеççĕ, чĕрĕлле çунтарса яраççĕ.
Remove ads
Чысĕсем
Каçăсем
Чернов Георгий Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads