Комсомольски районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Комсомольски районĕmap
Remove ads

Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ выр. Комсомольский район) — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2.

Район администраци вырнаçнă Каçал ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.

Remove ads

Тавралăхĕ

Ӳкерчĕк:Komsomolsk.png
Район картти.

Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче (Александровски, Луцки...) малтан ытларах вырăссем пурăннă пулнă.

Кун-çулĕ

Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.

Çутçанталăк

  • Шăхасан кӳлли

Хуçалăх

Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.

Çул-йĕр

Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.

Районти ял тăрăхĕсем

Район 12 ял тăрăхне пайланать:

  1. Александровка ял тăрăхĕАлександровски сали;
  2. Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕЧăваш Элпуç ялĕ;
  3. Асанкасси ял тăрăхĕАсанкасси ялĕ;
  4. Кайнлăк ял тăрăхĕЙăлмахва ялĕ;
  5. Каçал ял тăрăхĕКаçал сали;
  6. Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕАслă Çĕрпӳел ялĕ;
  7. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕХирти Сĕнтĕр;
  8. Хырхĕрри ял тăрăхĕХырхĕрри ялĕ;
  9. Тукай ял тăрăхĕЧăваш Тукай сали;
  10. Урмаел ял тăрăхĕУрмаел ялĕ
  11. Чичак ял тăрăхĕЧурачăк ялĕ;
  12. Шурут ял тăрăхĕШурут сали;
Remove ads

Паллă çынсем

Remove ads

Асăрхамали

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads