Чернов Фёдор Николаевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Чернов Фёдор Николаевич
Remove ads

Чернов Фёдор Николаевич 1-мĕш Беларуç фрончĕн 117 перевçĕсен дивизин 240 перевçĕсен полкĕн танка хирĕçле пăшаллă взвод командирĕ, лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Чернов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Биографи

1918-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшенче хальхи Комсомольски районĕн Асанкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш. 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1941-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 1942-мĕш çулхи кăрлачра кĕçĕн лейтенантсен шкулне пĕтерсен Калинин фронтне лекет. Кăнтăр-Хвеланăç, 1-мĕш Балтиçум, 1-мĕш Беларуç фрончĕ çапăçать. Витебск патĕнчи çапăçусенче, Белорусипе Польшăна ирĕке кăларнине хутшăнать.

1944-мĕш çулта ВКП(б) ретне кĕрет. Висла юханшывĕ хăйен хастарлăхне уйрăмах кăтартать. 1944-мĕш çулхи утă уйăхен 26-мĕшенче Чернов лейтенант ертсе пыркан взвод (240-мĕш стрелок полкĕн тапăнакан ушкăнта) Казимеж-Дольны (Польша) хули патĕнче Висла урлă каçса тӳрех çапăçăва кĕрет. Взвод тăшманăн 14 контратакине сирсе янă, 2 вут точкине пĕтернĕ. ПТР валли патронсем пĕтсен Чернов взвода стрелоксемпе пĕрле виçĕ хут атакăна çĕклет. Аманнă пулсан та çапăçу хирĕнчен каймасть. Вăрçă хыççăн çарта юлать. 1945-мĕш çулта «Выстрел» курссене пĕтерет. 1963-мĕш çултан капитан Чернов запасра. Çĕмĕрле хулинче ĕçлесе пурăннă. 1976-мĕш çулхи çĕртме уйăхен 12-мĕшĕшче вилнĕ.

Remove ads

Чыслани

Çĕмĕрле хулипе ун ячĕллĕ урам пур. Асăну хăмисем Асанкасси ялĕнче, Çĕмĕрле хулин военкомат çурчĕ çинче вырнаçнă.

Краткие факты Тулаш ӳкерчĕксем ...

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads