Шемекеев Виталий Дмитриевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Виталий Дмитриевич Шемекеев (1937, нарăс, 27, Чăваш АССР, Комсомольски районĕ, Комсомольское сали — 2003, çĕртме, 15, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, журналисчĕ.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Шемекеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1986-па) [1][2]

Remove ads

Пурнăçĕ

1937 çулхт нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енри Комсомольски районĕн Комсомольское салинче çуралнă.

Вăтам шкулта, профтехучилищĕре вĕреннĕ. Çуртсем тунă çĕрте ĕçленĕ, металлурги савутĕнче вăй хунă. Комсомольски районăн "Знамя октября" хаçачĕн редакцинче, Муркаш районĕн "Знамя Победы" хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, районăн ДОСААФ пуçлăхĕ вырăнĕнче, ялти клуб керменĕнче ĕçре тăрмашнă, ЧАССР ÇП илемлĕ литература пропоганда бюровĕн директорĕ пулса тăрăшнă.

Пĕрремĕш сăввине "Тăван Атăл" журналта 1957 çулта пичетленĕ.

Виталий Шемекеев поэзи питĕ паллă лирикăллă. Сăвăçă пурнăçăн пулăмĕсене тарăн философиллĕ сӳтсе явса кăтартать, вăл хăйĕн сăввисен кĕввисене чăваш ялĕн авалхи тата паянхи кун-çулĕсенчен пухать. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем чылай юрă хунă.

Çыравçă 2003 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Remove ads

Вудамалли

  • Агивер, Ф. Г. Кун ҫути. Каҫ сасси. Юрату... : [Виталий Шемекеев сӑввисем ҫинчен] / Х. Агивер // Тӑван Атӑл. – 2007. – № 2. – С. 112-116.
  • Виталий Шемекеев // Канаш (Ульяновская обл.). – 1997. – 1 нарăс.
  • Моисеев, Р. Талантлисем йышланса пыччăр / Р. Моисеев // Каçал ен (Комсомольски р–нĕ). – 2004. – 3 утă.
  • Прокопьева, Р. "Çеçпĕл–100" лауреачĕсем / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2000. – 16 пуш.
  • Сидоров, В. Ĕçпе ĕнентер çынсене / В. Сидоров // Ялав. – 1985. – № 8. – С. 31.
  • Тимаков, В. «Ман юратнă çынсем нумай» / В. Тимаков // Тăван Атăл. – 1985. – № 10. – С. 70.
  • Уткин, Г. Унăн килĕ çĕр çинчех / Г. Уткин // Хыпар. – 1997. – 28 нарăс.
  • Шемекеев, В. «Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене юратăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!» / В. Шемекеев ; П. Çăлкуç калаçнă // Тантăш. – 1996. – 5 кăрлач.
  • Шемекеев Виталий Дмитриевич // Люди нашего района : (защитники Родины и общественного порядка, спортсмены, научные работники, работники редакции, писатели, поэты, журналисты). – Шупашкар, 2004. – С. 98–99.
  • Шемекеева, Г. Мăшăрăм çинчен / Г. Шемекеева // Каçал ен (Комсомольски р–нĕ). – 2004. – 16 çĕртме.
  • Ялгир, П. Шемекеев Виталий Дмитриевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Шупашкар, 2005. – С. 142.
Remove ads

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads