Широкое (Сарӑту облаҫӗ)
Татищево районӗнчи сала From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Широкое — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Идолга муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче сала.

Remove ads
Тавралӑх
Сала Сарӑтуран ҫурҫӗр-анӑҫалла 24 ҫухрӑм тата Татищевӑран ҫурҫӗр-тухӑҫалла 13 ҫухрӑм, пӗр ятлӑ (Широкое) халӗ типсе ларнӑ ҫырма хӗрринче вырнаҫнӑ. Сала урлӑ пысӑк автотрасса Р158 иртет (Сарӑту — Петровск трасси)[1]. Широкое умӗнчи "Сосновый островок" вӑрман массивӗ пур, вӑл Сарӑту облаҫӗн пӗлтерӗшлӗ ботаника палӑкӗ (ахаль, крым хырӗсем 1931 ҫулта лартнӑ)[2]. Широкойӗпе юнашар ялсем: Мӑн Каменка, Губарёвка, Новополье, Кӗҫӗн Скатовка, Сторожёвка, Зеленкино, Курдюм, Идолга.
Remove ads
Кунҫул
1831 ҫулта никӗсленӗ[3]. Урӑх шухӑшпа XVIII ӗмӗр пӗрремӗш пайра[4], пӗчӗк пӗр ятлӑ юханшыв хӗрринче никӗсленӗ[5]. 1831 ҫулта Покров чиркӗвӗ тунӑ (1931 ҫулта совет влаҫӗн тӗне хирӗҫхи политикине пула аркатнӑ)[1]. Чиркӗвӗн ячӗ хисеплесе тӑрса яла Покровское ятне панӑ. Чиркӳ ҫурчӗ чуллӑ пулнӑ, унта чанпа Таса Турӑ амӑшӗн Пукравӗ ячӗ хисеплесе тӑнӑ престол тунӑ[6]. 1837 ҫулта Сарӑту кӗпӗрни тӑрӑх курса ҫӳресе Сарӑтуран Петровска кайса Раҫҫей империйӗн патша ывӑлӗ Александр Николаевич Анлӑ Буеракра чарнӑ, ӑҫта кӑнтӑрлахи кӗлӗ итленӗ те чухӑнпа чиркӗве пулӑшнӑ[7]. 1856 ҫулта земски вӗрентӗшӗ уҫнӑ[5]. Вӗрентӗш кӗнеке фондӗнче 435 вӗрентмелли кӗнеке пулнӑ[8]. Ҫав вӑхӑтра Широкое сали Сарӑту кӗпӗрнин Сарӑту уесӗнчи Широкое вулӑсӗн центрӗ пулнӑ[1]. Хресченсен ирӗкленӗвӗн самантӗнче ялта 132 ҫуртпа 900 ҫын пулнӑ. Салара ял ертсе пынин ҫурчӗ, почта, ҫу савучӗ, пиллӗк арман ӗҫленӗ. 1905 шкула ахаль вӗрентӗшрен чиркӳллӗ-прихутлӗ шкул тунӑ[9]. 1906 иккӗмӗш земски шкулӗ тунӑ. 1910 ҫулхи халӑх ҫырса тухнипе ялта 322 ҫуртпа 1720 ҫын пурӑннӑ, салара ветеринар вырӑнӗ уҫнӑ[10]. Революцичченхи Широкойӗре икӗ арман тата икӗ ҫиле илекен хатӗр пулнӑ[11]. Пӗрремӗш вырӑс революцине тата Октябрь пӑтӑрмахне ял ҫыннисем килӗшнӗ, элтеш вӑрҫин вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ Гварди хӗсметне саларан 31 ҫын кайнӑ[12]. ССРП-н тапхӑрӗнче "Ильич астӑвӑмӗ" колхоз ӗҫленӗ[13]. Совет вӑхӑтӗнче Широкое сали пӗр ятлӑ ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. 1928 ҫулта тепре йӗркеленӗ Татищево районӗн йышне кӗртнӗ. Икӗ кивӗ шкул вырӑнне ҫӗнӗ пӗр шкул тунӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен 103 ҫын таврӑнман. 2004—2013 ҫулсенче халӗ пӑрахӑҫланӑ Широкое муниципалӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Широкойӗре шкул, культура ҫурчӗ, фельдшер-акушер вырӑнӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, лавккасемпе ҫулҫум кафесем пур[1]. Ӗлӗкхи колхоз вырӑнне пӗтӗм ял хуҫалӑх предприятийӗ ӗҫлет[14].
Remove ads
Халӑх йышӗ
Фотогалерей
- Сала курӑмӗсем
- Шкулӑн 1 корпусӗ
- Шкулӑн 2 корпусӗ
- Стадион
- Ял администрацийӗ
- Ача-пӑча лаптӑкӗ
- Сала кунҫулӗ
- Ентеш ҫар ҫыннисене палӑк
- Вилнӗ салтаксек ят-йышӗ
- Вилнӗ ветерансен ят-йышӗ
- Культура ҫурчӗ
- Килти чиркӳ
- Салари пурнӑҫ
- Ҫурт
- 24 лавкка
- Изобилие лавкка
- Совет урамӗ
- Пурӑнмалли ҫурт
Асӑрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads