Монголи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Монголи
Remove ads

Монголи (монг. Монгол Улс, класс. монг.: Monggol ulus) официаллă ячĕ Монгол РеспубликиТĕп Азире вырнаçнă патшалăх. Çурçĕр енче чикки Раççейпе, кăнтăр енчи — Китайпа юнашар иртет, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Çĕр лаптăкĕ — 1 564 116 км². Тĕп хули — Улан Батор.

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...
Remove ads

Географи

Рельеф

Ӳкерчĕк:Физ. карта Монголии.png
Монголин çутçанталăк картти
Thumb
Гоби пушхирĕ — Кăнтăр-Гоби аймакĕ, Монголи
Thumb
Гурвансахан наци паркĕ, Гоби, Монголи

Пурăнан халăх

Халăхĕ — 2 832 млн çын (2006, утă). Халăхăн 85% — монголсем, нумайăшĕпе халха-монголсем (çав шутра элжгин тата дариганга ушкăнĕсем (31 900 çын, 2000), татах хотогойт-монголсем, дархатсем, сартулсем, зун-узумчинсем (1700 çын, 1945), урянхайсем (25 200 çын, 2000), хотонсем, бурятсем (70 пин), шинэ-баргутсем (1000 çынна патнелле, 1947), захчинсем (29 800 çын, 2000), торгутсем, баятсем (50 800 çын, 2000), хошутсем, мянгатсем, олётсем, харачинсем, чахарсем, тумэтсем), 7% — казахсемпе кăркăссем, 4,6% — дурбетсем (анăç-монгол йăхĕ) тата 3,4% — ытти халăх ушкăнĕсем (хамнигансем, цаатансем, уйгур-урянхайсем, тывасем, вырăссем, китайсем). 5 миллион ытла монгол Монголи тулашĕнче (çав шутран 4,8 млн. çын ытла Китайра) пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхемонгол чĕлхи, аслă ăру хуласенче вырăсла калаçать. Монгол чĕлхине халăхăн 85% ытла пĕлет.

Remove ads

Истори

Авалхи истори

Тахçанхи вăхăтра Монголи территорине вăрман та, шурлăх та хупланă, тӳремсенче улăхсемпе çеçенхирсем сарăлса выртнă. Монголи территоринче пĕрремĕш гоминидсен юлашкисен çул ӳсĕмĕ 850 пине яхăн çул шутланать.

Хун империне туни

П. эрч. IV ĕмĕрте Гоби айăккинчи çеçенхирте çĕнĕ халăх — хунсем — пулса тухаççĕ. П. эрч. III ĕмĕрте хунсем, хальхи Монголи территорине йышăнса пурăннăскерсем, китай патшалăхĕсемпе кĕрешме тытăнаççĕ.


Пирĕн эрăччен 202 çултаюркăн халăхсен пĕрремĕш империне — хунсен империне — туса хунă. Империе çеçенхир юркăнĕсен ывăлĕ Модун Шанью ертсе пынă. Хунну импери пирки тĕрлĕ эпохăри китай çăлкуçĕсем пĕлтереççĕ. П. эрч. 93 çулчен хунсем монгол çеçенхирĕнче хуçаланнă, вĕсен хыççăн темиçе монгол, тĕрĕк, уйгур тата кăркăс ханлăхĕсем (Сяньби, Жужань хаканлăхĕ, Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Уйгур хаканлăхĕ, Кăркăс хаканлăхĕ тата Кидань хаканлăхĕ) пулса юлнă.

Монгол патшалăхĕ никĕсленни

XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чухăна тухнă монгол йăхĕсем патшалăха йĕркеленме хăтланнă, тытăмлăхĕпе вăл йăхсен пĕрлешĕвĕ пулнă, историе Хамаг Монгол ятпа кĕнĕ. Пĕрремĕш тăрамçи Хайду-хан пулнă. Унăн мăнукĕ — Хабул-ханЦзинь империнчи кӳршĕлле пурăнан йăхсене çĕнтерме пултарнă.

Ăнчах унăн хыççăнхи Амбагай-хана тăшман тутар йăхĕ (малашне «тутарсем» ятпа тĕрĕк халăхлăхĕсене палăртма тытăннă) тыткăна илнĕ те чжурчжэньсене панă, лешсем вара ăна асаплантарса вĕлернĕ. Темиçе çул иртсен тутарсем Есүгей баатара (монг. Есүхэй баатар) вĕлернĕ, унăн ывăлĕ — Темучжин (монг. Тэмүүжин) — пулас Чингисхан.

Влаçа Темучин майĕпен ярса илнĕ. Малтан ăна Ван-хан — Вăта Монголири кереитсен тăрамçи — пулăшса тăнă. Темучин хăйĕн майлисене чылаях пуçтарсан, Монголири йăхсен виçĕ пĕрлешĕвне — тухăç енчи тутарсене (1202 çул), хăйне унчен хӳтĕленĕ Вăта Монголири кереитсене — (1203), тата анăçри наймансене (1204 çул) — пăхăнтарать. 1206 çулта монголсен паллă çыннисен пуçтарăвенче, Курултайра — ăна мĕнпур монголсен çӳлти хан ята панă, Чингисхан титула тивĕçнĕ.

Чингисхан империне туса хуни, Монгол империйĕ

Тĕп статья: Монгол империйĕ
Thumb
XIII ĕмĕрти Монгол империйĕ (оранж тĕслĕ) тата монголсем халĕ пурăнан территори (хĕрлĕ)
Remove ads

Хĕçпăшаллă вăйсем

Thumb
Монголи CÇВ эмблеми
Thumb
КАП тытнă монгол салтакĕ
Тĕп статья: Монголин хĕçпăшаллă вăйĕсем

Хĕçпăшаллă вăйсен йышĕ — 10,3 пин çын (2012). Çара йĕкĕтсене (18-25 çултисене) йыхравласа комплектлеççĕ, хĕсметре 12 уйăх тăмалла. Мобилизаци ресурсĕсем — 819 пин çын, çав шутра вăрçă ĕçне юрăхлисем — 530,6 пин çын.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads