Эллипсис
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Э́ллипсис (ав.гр. ἔλλειψις — çитменни) лингвистикăра — пуплевре пĕр-пĕр сăмах çитменни, анчах та пĕлтерĕше пурпĕрех тавçăрса илме май пурри.

Эллипсис час-часах диалогсенче тĕл пулать. Тĕслĕх:
- — Ăçта каян?
- — Вăрмана.
Кунта "Вăрмана" сăмах хăй тĕллĕн çеç пулсан, мĕн пирки иккенне те пĕлейместен. Анчах та малтанхи ыйтăвĕнчен çакна чухлатăн: "Вăрмана каятăп" тенĕ пек ăнланмалла. "Каятăп" сăмаха сиктерсе хăварнă.
Remove ads
Вуламалли
- Ахметзянов Р.Г. "Случаи гаплологии и эллипсиса в чувашском языке и соответствующие им татарские словосочетания"// Проблемы словосочетаний в тюркских языках: Материалы науч. сессиии , НИИ яз., лит., истории и экономики при Совмине Чуваш. АССР, Шупашкар, 1975.
- Я.Г. Тестелец. Эллипсис в русском языке: теоретический и описательный подходы // Конференция «Типология морфосинтаксических параметров» : доклад. — М.: МГГУ, 2011
- Элли Илле. Эллипсис пирки калаçар-ха. // "Хыпар" хаçат, 2012, кăрлач, 19, 8№.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads