Юмарт Виталий Семёнович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Юмарт Виталий Семёнович (чăн хушамат Чекушкин) (1938-мĕш çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче çур. — 2013) — чăваш сăвăçи, литература тишкерÿçи, вĕрентевçĕ.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Суя ятсем: ...
Remove ads

Пурнăçĕ

Виталий Юмарт (Виталий Семенович Чекушкин) 1938 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче вĕрентÿçĕ килйышĕнче çуралнă. Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1955-1960 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Институт хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнче 40 çул ытла шкул ĕçĕнче тăнă. «РФ çут ĕç отличникĕ» паллине, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне илме тивĕç пулнă.

Remove ads

Литературăри ĕçĕ

Литература ĕçне Виталий Юмарт ятпа институтра вĕреннĕ чухне тытăннă. Сăввисене «Татăлми ĕмĕт» кĕнекере («Çул курăкĕ» пуххи) пичетлесе кăларнă. В.Чекушкин литература пĕлӳçи пулса Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Геннадий Айхи пултарулăхне тĕпченĕ, 60-70 çулсенче палăрнă сăвăçсен пултарулăхне тишкернĕ. Вăл чăвăш шкулĕсенче 11-мĕш класра литературăна вĕренмелли кĕнеке (Г.Хлебниковпа пĕрле) тата хрестомати хатĕрленĕ.

СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă. Каярахпа мĕнле пĕрлешӳре тăни паллă мар.

Remove ads

Çавăн пекех

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads