Петĕр Хусанкай

From Wikipedia, the free encyclopedia

Петĕр Хусанкай
Remove ads

Петĕр Хусанкай (чăн ят Хусанкай[2] Пётр Петрович, çуралнă чухнехи хушамат Казанков) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕпĕрни1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Суя ятсем: ...
Хусанкай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Казанков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).

Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.

Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.

Remove ads

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элкел районĕнчи Сиктĕрмe (халĕ Cиктĕрме-Хуcанкай) ялĕнче çуралнă.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.

1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Remove ads

Паллă ĕçĕсем

Петĕр Хусанкай пурĕ 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.

Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, пăлхар , акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, арап, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.

Remove ads

Сӑввисем

  • Асилӳ (ҫу, 1945)
  • Ҫуркуннен туйӑнмасть-и сире? (30.09.1945)
  • Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере (1945)
  • Тавтапуҫ (1945)
  • Тавсси кӗрхи кӗрекене (1945)
  • Суйлавра (1946)
  • 1946 çулхи Мускавра (1946)
  • Çĕнтерÿ (1951)
  • Шинель (1952)

Асăнмалăх

  • Петĕр Хусанкай палăкĕ, Шупашкар.
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads