Яндекс
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Я́ндекс — раççей ИТ-компанийĕ, Эрешри шырав системипе тетел-порталăн харпăрçи. «Яндекс» шырав системи тĕнчери чи пысăк шырав сайчĕсем хушшинче тупса панипе çиччĕмĕш вырăнта (1,892 млрд, 2009 ç. раштав статистики)[4] тата акăлчан мар чĕлхесем хушшинче чи пысăкки шутланать. Yandex.ru шырав системи пирки официаллă 1997 çулхи авăн, 23 пĕлтернĕ, малтанхи утăмĕсене CompTek International компанинче тунă. Уйрăм компани евĕр «Яндекс» 2000 çулта ура çине тăрать.
Remove ads
Харпăрçисем тата ертӳлĕхĕ
Компанин 61 % ытла акцийĕ инвестфондсем (ru-Net Holdings, Baring Vostok Capital Partners тата Tiger Technologies) харпăрлăхĕнче, 24 % — менеджерсемпе ĕçтешĕсенче, 10 % — пайăр инвесторсемпе компанин малтанхи ĕçтешĕсенче, 5 % — опционсем тытакансен алинче.[5]
2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Яндексăн» кăк компанийĕ— голланд компанийĕ Yandex N. V. приоритетлă акци кăларать те 1 евро хакпа Сбербанка туянтарать. Çак акцин пĕртен-пĕр прави — вăл компанин 25 % ытла акцине сутнă чухне вето хума пултарать.[6]
Ертӳлĕхĕ

- Аркадий Волож — тĕп директор.
- Илья Сегалович — технологисен директорĕ.
- Елена Колмановская — тĕп редактор.
- Алексей Третьяков — коммерци директорĕ.
- Светлана Кондрашова — янрав директорĕ.
- Дмитрий Иванов — проектсен директорĕ.
- Андрей Себрант — сервис маркетингĕн директорĕ.
- Екатерина Фадеева — право ыйтăвĕсен директорĕ.
- Аркадий Борковский — CTO of Yandex Labs.
Remove ads
Ĕçлĕх кăтартăвĕсем
Ĕçтешсен йышĕ 2000 çын ытла.[7]
US GAAP йĕркипе шутласан, компани 2007 çулта 167 млн долл. пуçтарнă[8] 2008 çулта çаврăнăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 80 % ытла пулса 300 млн долл. иртсе кайнă. 85 % тупăшĕ контекст янравĕнчен пуçтарăннă.[3] 2009 çулта пайта чакнă — 278 млн долл. танлашнă.[9].
Alexa Internet статистики
2010 çулхи çурла, 29 yandex.ru сайчĕ тĕнчере паллăлăхĕпе 25 вырăнта, Alexa.com рейтингĕпе килĕшӳллĕ[11]
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads