1352
Çулталăк From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пулнисем
- Раштав, 6: Алексия, Мускав митрополитне Клязьма-çинчи Улатимĕрте епископ пулма сăвапланă. Çапла, кĕске вăхăта, унчен 1299 çулта пĕтернĕ, Улатимĕр епархине туса хунă.
- 1352 — Турккăсем пĕрремĕш ăстрăм Европăна тапăнса кĕреççĕ те Цимпа кармана ярса илеççĕ. Тепĕр 19 çултан турккăсем мĕнпур Тухăç Фракине çĕнтерсе илеççĕ те Кустантина типçĕрпе Европăри урăх патшалăхсемпе çыхăну пăчланать.
- Раштав, 2: Сăваплă Петĕрĕн чан çуртне çиçĕм çапнă та чансем çĕре ӳкнĕ, вакланнă та шăранса ирĕлнĕ.
- 1352—1362 — Папа Иннокентий VI.
- 1352—1364 — Валахи хуçи Николае Александру, Басараб I ывăлĕ.
- Иоанн Палеолог Кантакузина хирĕç пăлхава тухать, Адрианополь хулана ярса илесшĕн пулать, анчах Дидимотикăна тарать. Кантакузин ăна хирĕçле турккă çарĕпе тухать.
- 1352—1359 — Маринидсем Алжира вăхăтлăха ярса илнĕ.
- Китайра Го Цзы-син пăлхав çĕкленĕ. Будда мăнастăрĕнче хĕсметре тăнă Чжу Юань-чжан унăн çарне кĕнĕ.
- 1352 çулхи нарăс уйăхĕнче венециансен Виттора Пизани ертсе пынă флотне Босфорта генуя флочĕ çĕнтернĕ.
- Арас Матвейĕ вилсен, Петр Парлерж Тăваттăмĕш Карлăн тĕп архитекторĕ пулса тăнă. Вăл сăв. Вита соборне туса пĕтерет, çаплах готика стилĕ тĕслĕ ытти çурт-йĕре те тăвать.
- Раççейре чума эпидемийĕ.
Remove ads
Çуралнă
Çавăн пекех: Категори:1352 çулта çуралнисем
Вилнĕ
Çавăн пекех: Категори:1352 çулта вилнисем
![]() |
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads