Windows 2000

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Windows 2000 (çаплах Win2k, W2k е Windows NT 5.0, код ячĕ Cairo) — 32-битлă процессорлă ĕçлекен компьютерсен Microsoft компанин Windows NT çемьин операциллĕ системи.

Краткие факты Тăвакан, ОС çемьи ...
Remove ads

Кун-çулĕ

Системăна 1994 çулта анонсăланă. Альфа-тĕрĕслеве 1995 çулăн пуçламăшĕнчен 1997 çулхи авăн уйăхĕччен ирттернĕ. Пĕрремĕш хут халăх умне системăн бета-версине 1997 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче кăларнă. Чăн малтанах системăн ячĕ Windows NT 5.0 пулнă, мĕншĕн тесен вăл Windows NT 4.0 хыççăнхи Windows NT программа хатĕрĕн пысăк версийĕ шутланнă. Анчах та 1998 çулхи юпан 27-мĕшĕнче вăл хăйĕн Windows 2000 пайăр ятне тивĕçет. Системăн финаллă версине 2000 çулăн нарăсăн 17-мĕшĕнче анлă усă курмалла кĕртеççĕ.

Windows 2000 версийĕ тăватă кăларăмпа тухнă: Professional (ĕçлев станцийĕ валли), Server, Advanced Server тата Datacenter Server (серверсенче усă курма). Унсăр пуçне, 64-разрядлă Intel Itanium процессорсемпе ĕçлемелли Windows 2000 Advanced Server Limited Edition тата Windows 2000 Datacenter Server Limited Edition пулнă.

Каярах Windows 2000 версине Windows XP операциллĕ системăсемпе (клиент енче) тата Windows Server 2003 (сервер енчен) улăштарнă. 2005 çул тĕлне, Windows 2000 хатĕрĕпе пысăк компанисенче усă кураççĕ.

Remove ads

Çĕнĕлĕхсем, Windows NT 4.0 танлаштарсан

Асăрхавсем

Каçăсем

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads