Анадырь

From Wikipedia, the free encyclopedia

Анадырь
Remove ads

Анадырь (чук. Кагыргын (кăнтăр чукчасен), чук. Въэӈын (çурçĕр чукчасен)[2], выр. Анадырь) — Раççейри хула. Чукотка автономлă тăрăхĕн тĕп хули. Хула Инçет Тухăç енче те Аякри Çурçĕрте вырнаçнă.

Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Анадырь (юханшыв) пăхăр.

Анадырь районĕн тĕп хули, Тавайваам ялпа хула тăрăхĕ тунă[3].

Чи хĕвелтухăç Раççей хули. Унăн килĕсен нумайрăхăшĕ свайсенче тăрать (ĕмĕрхи шăнлăхран). Кивĕ ят — Ново-Мариинск (1924 çулччен).

Remove ads

Этимологи

«Анадырь» сăмах историллĕ çăлкуçсенче тĕрлĕ лексикаллă вариансенче пур: Онандырь — чукотка юханшывĕ, Анадырск — острог, С. Дежнёвăн та К. Ивановăн вăхăчĕсенче (XVII-мĕш ĕмĕрĕн варринче).

Тен, топоним Онандырь (Onandyr) юкагир тĕпĕрен эну-эн~ану-ан~ану-он пулса тухнă, ку «юшаншыв» пĕлтерет. Анадырь юханшывĕн чукча ячĕЙъаайваам — «мулкачăн» пĕлтерет. Май пур та, Йъаʼайваам — чукча адаптацийĕ керексен топонимĕн Йъаайвэйэм.

Вырăнти чукча халăхĕ хулана Въэӈын ят панă, ку «пыр ани», «кĕр» пĕлтерет, е Кагыргын «кĕр», «шăтăк», «ана», «вăрă», «пыр», ку унăн вырнаçни çинчен калать, мĕншĕн тесен вăл Анадырь лиманĕн тури пайĕ патне кĕни уçать[2][4].

Remove ads

Географи

Анадырь юханшыв çине вырнаçнă.

Кунçул

Тĕп статья: Анадырь историйӗ
Thumb
"Разбойник" - вырăс парус-винтлă клиперĕ, 1889 ç.

1889 çулхи çурла 3-мĕшĕнче, Раççей империйĕ правительствин указĕпе, чи çурçĕр-хĕвелтухăç патшалăх территориĕнче Анадырь округинче йышăну çинчен, вырăç çар тухтăрĕ тата поляр тĕпчевçи Гриневецкий Лев Францевич Казачка юханшывăн пуçламăшĕнче Ново-Мариинск посчĕне тунă.

Хула туни хăвăрт мар пулнă, нумайрах уйрăм тата патшалăх суту-илӳ склачĕсем ӳстернĕ. 1914 çулта кунта инçет-волна радиостанцийĕ тунă — чи вăйлă Раççейре çак вăхăтра[5].

Юпа революцийĕ хыççăн, совет влаçĕ Ново-Мариинскра 1924 çултă кăна кайнă. Çак вăхăтра Камчатка кĕпĕрне революци комитечĕн постановленипе паççулкана хальхи ятне улăштарнă.

1927 çулта Анадырь районĕн администраци центрĕ пулнă, виçĕ çултан — Чукотка наци тăрăхĕн тĕп хули.

1934 çулта "Анадырь" ĕç паççулки статусне панă[6].

1950-мĕш çулсен вĕçĕнче Анадырь лиманĕ хĕрринче пысăк тинĕс порчĕ тунă, çавăнпа паççулкă пуçласа ӳстерет. 1963 çулта Казачка юханшывĕнче плотина туни хыççăн Анадырта шыв пăрăхĕ тунă.

1965 çулхи кăрлач 12-мĕшĕнче, РСФСР Мăн Совет Президиумĕн указĕпе Анадырь паççулкине хула статусĕ панă[1].

1984 çулта Ил-62 самолетăн пĕрремĕш посадкасăр рейсĕ Мускав — Анадырь тунă.

1992 çулта хула тăрăх пĕлтерĕшĕн статусĕ панă тата Анадырь районĕрен тухнă[7].

2004 çулхи чӳк 29-мĕшĕнче Анадырь хули Тавайваам ялĕпе уйрăм Анадырь хулӑри тăрăхне йышăннă[3].

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads