Витебск кĕпĕрни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ви́тебск кĕперни —Раççей империн тата РСФСР 1802—1924 çç. администрациллĕ-территориллĕ виçи; Вилень, Ковень, Гродно, Минск тата Могилёв кĕпернисемпе пĕрле Çурçĕр-Анăç Енне туса хунă. Кĕперни хули — Витебск. Шĕкĕр хула — Двинск. Кĕпернене Сенатăн 1802 çулхи пушăн 11-мĕшĕнчи хутайĕпе Беларуç кĕпернине Могилёв тата Витебск кĕпернисене пайласа йĕркеленĕ.
Администрациллĕ-территориллĕ пайлану

Йĕркеленĕ самантра, 1802 çулта, кĕперне 12 уесрен тытăнса тăнă: Велиж, Витебск, Городок, Динабург (1893-па Двинск), Дриссен, Лепель, Люцин, Невель, Полоцк, Режица, Себеж тата Сураж.
1866 çулта Сураж уесне пĕтернĕ те 1920 çулта тепĕр хут йĕркеленĕ. 1893 çулта Динабург уесне Двинск ятне куçарнă.
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпернере 12 хула пулнă, 41 пĕчĕк хула, 19 750 ял.
Октябрь революцийĕ хыççăн кĕперне Анăç облаçне (1917—1918), Анăç коммунине (1918) РСФСР, БССР (кăрлач—нарăс, 1919), РСФСР (1919—1924) кĕнĕ. 1919 çулта Могилёв кĕпернинчен Витебск уесне Сенне уесне панă, тепĕр çултан Гомель кĕпернинчен Орша уесне панă. Çав çултах Двинск, Люцин тата Режица уесĕсем Латвиине куçнă. 1923 çулта Городок, Дриссен тата Сеннен уесĕсене пăрахăçланă, Лепель уесне Бочейков уесне куçарнă.
1924 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче кĕпернене пăрахăçланă. Чылай пайне Беларус ССР территорине кайнă, Велиж, Невель тата Себеж уесĕсем — Псков кĕпенине (РСФСР). БССР йышне кĕнĕ территоринче тăрăхсемпе районсене йĕркеленĕ[2].
Remove ads
Пурăнан халăх
1,669 млн. (1904) е 1,74 млн. (1910 каярах мар), вĕсенчен 237 (255) пин хулсенче.
Наци йышĕ

Процент йышĕ, 1897 год[3]:
Remove ads
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads