Дансем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Дансем — авалхи германсен хальхи Швеци Норвеги тата Дани территорине йышăнса пурăннă йăхĕ.

Викингсен тапхăрĕ
Викингсен тапхăрĕнче дансем Ютландипе Зеландие, çаплах хальхи Швецин кăнтăр пайне йышăнса илнĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче дансен королĕсем Данипе Англие пĕрлештерсе 20 çула яхăн хуçаланнă.
XI—XIII ĕмĕрсенче Европăра Европе Скандинавирен тухнисене пурне те дансем тенĕ. Çапла, XI ĕмĕрти паллă герман хронисчĕ Мерзебург Титмарĕ Киев Руçĕнче пурăнакансене дансем тенĕ[1].
Remove ads
Данелаг
Данелаг (дан правин облаçĕ; ав.-акăлч. Dena lagu; дан. Danelagen; акăл. Danelaw) — Англин IX ĕмĕрте дани викингĕсем çĕнсе илнĕ çĕрĕсенче юлнă уйрăмла право тата социаллă системисене хăварнă çурçĕр-тухăç пайĕнчи территорийĕ. Анкăлсакс тапхăрĕнчи королĕсем X ĕмĕрте Данелагра влаç илсен скандинав правипе йăлисене хăварнă, çаплах нумайăшĕ пĕрлехи анкăл практикине куçнă. Çурçĕр-тухăç Англири юридици системин специфики нормансем çĕнсе илсен те ĕçленĕ, вăтам ĕмĕрлĕхре те тăсăлнă.
Remove ads
Дан эткерлӗхӗ
Хальхи акăлчан чĕлхине 600 яхăн сăмах Скандинавирен кĕнĕ, çав шутра нумайлă хисепри виҫҫӗмӗш сӑпатлӑ пайăр ылмашĕсем (акăл. they, them, their, ав.-акăлч. hie, him, hira) уйрăмрах; çаплах çак терминсем, law (саккун, право), husband (упăшка), window (чӳрече), ill (чирлĕ), happy (телейлĕ). Çаплах çак мăшăрсене танлаштарăр: skirt 'юбка' (скандинави) тата shirt 'кĕпе' (анкăл)[2].
Малтанхи Данелаг территоринче викингсен мăнаçлăх тапхăрĕнче Англин çак пайĕнчи археологи палăкĕсем чылай, вĕсенчен чи паллисем ĕлĕкхи Йорк — X ĕмĕрти скандинавсен короллĕхĕн тĕп хули, тата Ингольдсбири вилтăприсем.
Асăрхавсем
Литература
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads