Дементьев Геннадий Петрович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Геннадий Петрович Дементьев (1932—1996) — совет конструкторĕ, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1990).

Remove ads
Биографи
Геннадий Петрович Дементьев 1932 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче Мускавра совет промăçлăхĕн паллă организаторĕн, иккĕ хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕн Петр Васильевич Дементьевăн çемьинче çуралнă. 1957 çулта вăл Ленинградри А. М. Можайский ячĕллĕ сывлăш-вăрçă академинче вĕренсе тухса диплом илнĕ, Мускаври машинăтăвакан «Зенит» савутĕнче инженер-конструктор пулса тăрăшнă. 1958 çулта Мускаври авиаци институтне вĕрентме куçнă. 1967 çултанпа «Зенит» савучĕн Тĕп конструкторĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
«Спираль» орбита самолётне, «МиГ-27» бомбă пăрахакан истребителе тата унăн модификацисене ăсталанă ĕçсене хутшăннă[1].
Remove ads
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads