Ерменеев Виктор Иванович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ерменеев Виктор Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ [БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], Лениград фрончĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизин 1413- тӳпе артиллери полкĕн 85-мм тупăн командирĕ. Чăваш.
Remove ads
Кун-çулĕ
1925-мĕш çулта Сапаккел ялĕнче (хăшĕсем Эврел ялĕнче теççĕ) çуралнă. 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ. 1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ, 1943-мĕш çулта Ленинград фронтне оруди командире пулма янă. 1944-мĕш çулхи çар малалла пынă чухне полк 46-мĕш Луга стрелоксен дивизине сыхланă, малтан Псков еннелле, кайран Выборг патне куçарнă.
20.06.1944 колонна Тинĕсçум шоссепе пынă чухне гитлер авиацийĕ тапăнсан Ерменеев сержант тăшманăн 3 самолетне персе антарнă. Çак çапăçушăн ăна орденпа чысланă.
1944-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ячепе чысланă.
Ермĕенеев çапăçусемпе Берлин таранах çитнĕ, çĕнтерӳ кунне Стендаль хулинче кĕтсе илнĕ.
Вăрçа хыççăн тăван ялне таврăннă, колхозра ĕçленĕ.
Remove ads
Чысĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 4558;
- Ленин орденĕ;
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads