Индряков Иван Васильевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
ИНДРЯКОВ Иван Васильевич (1915-1993)—лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ Акчикасси ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Remove ads
Кун-çулĕ
1941-мĕш çулта ăна тепĕр хут Хĕрлĕ Çар чĕнеççĕ. 1942-мĕш çулта вăл Кисанти артиллери училищине пĕтерет. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнчен фронтра. 1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Индряков лейтенант 1-мĕш Белорус фрончĕн 323-мĕш стрелоксен дивизин 1086-мĕш стрелксен полкĕн батареин командирĕ. Белоруси операци вăхăтĕнче палăрать[1]..
1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Гомель облаçĕн Рогачёв районĕнчи Великое Лядо ялне ирĕке кăларнă чухне Индряков батарене тăшмансем çавăрса илеççĕ. Индряков йĕри тавра оборона йĕркелесе ункăна титать, кайран пехотăна ялта тăшмансене аркатма пулăшать. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Могилёв-Бобруйск çул çинчи çапăçура Индряков батареи тăшманăн 2 танкне тата 44 машинине пĕтернĕ, çавăнпа нимĕçсем Березина урлă каялла каçма пултарайман[1]..
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 22.08.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ[1].
Вăрçă хыççăн Совет Çарĕнче хĕсметре юлнă. Лениградри аслă артиллери шкулне пĕтернĕ. 1959-мĕш çулта майор Индряков запаса тухнă. 1993 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Грузири Тбилиси хулинче вилнĕ.
Remove ads
Чысĕсем
- Ленин орденĕ
- 2 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- медальсем
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads