Йĕлтĕр

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Йĕлтĕрюр тăрăх çӳремелли япала. Йĕлтĕр икĕ 150 — 200 сантиметр тăршшăллĕ йывăçран, е пластикран тунă, пуçĕсене шĕвĕрлетнĕ пластинка евĕр. Икĕ вăрăм (150 — 200 сантиметр), йывăçран е пластикран тунă пластинкасен, ĕсен пуçĕсен çивĕчленнĕ пулаçĕ. Урана йĕлтĕр çине çыхса çирĕплетеççĕ, хальхи вăхăтра çирĕплетме ятарлă пушмак усă кураççĕ. Йĕлтĕр юр тăрăх лайăх шунă пирки унпа юр тăрăх çӳреççĕ.

Истори

Thumb
Йелтĕрпе ярăнакан, Швеци. Пирĕн эрăччен 1050 çул. Авалхи чул çинче касса тунă ӳкерчĕк (Böksta Runestone)
Thumb
Йĕлтĕрçĕ, Альтăри чул çинче касса тунă ӳкерчĕк, (аялта сылтăмра), пирĕн эрăччен 1000 çул[1]
Thumb
Камуспа (пăлан уринчен сӳнĕ тирĕпе çапнă) нанай сунарçă йĕлтĕрĕ. Амурск хулин музейĕнчи экспонат.
Thumb
Мускав Руçĕн çарĕ харçăра, XVI ĕмĕр. Иванов С. В. ӳкерчĕкĕ, 1903

Йĕлтĕре çурçĕр халăхĕсем сивĕ çанталăклă вырăнсене куçнă хыççăн шутласа кăларнă. Вăл вырăнсенче пурăнмашкăн çынсен юр тăрăх çӳремелле пулнă, хăш-пĕр чух юрĕ питĕ тарăн пулнă. Чи малтан, йелтĕрсене щутласа кăларас умĕн, юр тăрăх утмалли хатĕре, шутласа кăларнă тесе шутлаççĕ. Вĕсен пусмалли лаптăкĕ самай сарлакарах пулнă, урана юр ăшне путма паман. Теприсем çавăн пекех йĕлтĕре çунаран тунă тесе шутлаççĕ.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕлтĕр спорчĕ аталанма пуçланă. Спорт йĕлтĕрĕн вăрăмĕшĕ 170-220 см., сарлакĕшĕ 5-8 см. Вал йĕлтĕрсене çарта усă курма пуçланă. Вăл вăхăтрах йĕлтĕр патаккисене шутласа кăларнă.

Remove ads

Йĕлтĕр спорчĕ

Йĕлтĕр спортне икĕ пысăк ушкăн уйăрма пулать:

  • йĕлтĕрпе ăмăртни
  • сăртран йĕлтĕрпе анмалли спорт

Чупмалли йĕлтĕр

Thumb
Тĕнчери малта пыракан спорт инвентарьне тăвакан пиллĕк компанин чупмалли йĕлтĕрĕсен чи паха моделĕсем. Сулахайран сылтăмалла: Rossignol, Madshus, Salomon, Fischer, Atomic.
Тĕп статья: Чупмалли йĕлтĕр

Туçи йĕлтĕрĕсем

Thumb
Скиборд (туçи йĕлтĕрĕсем)
Тĕп статья: Туçи йĕлтĕрĕ

Туçи йĕлтĕрĕ — ту сăртĕнчен тата туçи йĕлтĕр спортĕнчи йĕлтĕр тĕсĕ.

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads