К-148 «Краснодар»

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

К-148 «Краснодар» — пĕрремĕш совет тата раççей 949А «Антей» проекчĕн атомлă шывай ракета крейсерĕ. Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнă.

Подробнее Карап кун-çулĕ, Тĕп пахалăхсем ...
Remove ads

Кун-çулĕ

Шывай крейсерне «Севмашра» 1982 çулхи утăн 22-мĕшĕнче тума пуçланă. 1983 çулхи пушăн 19-мĕшĕнче карапа официаллă СССР ТÇФ карапĕсен йышне илнĕ.

1985 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче карапа шыва антарнă.

1986 çулта патшалăх тĕрĕслевĕсене вĕçленĕ, çав çулăн чӳкĕн 5-мĕшĕнчех карап Çурçĕр флочĕн 1-мĕш ШКФл 11-мĕш ШКДи кĕнĕ.

1992 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче атомлă шывай крейсерĕ класа куçарнă. 1992 çулта ТÇФ тĕп çарпуçĕн «Ракетăпа пенĕшĕн» призне тивĕçнĕ.[1]

1993 çулхи çуркунне «Краснодар» пайăр ята тивĕçнĕ.

Хĕсметре чухне 4 хутчен Атлантикăна тата Вăтаçĕр тинĕсне харçăна çӳренĕ.[2]

1996 çулта Çурçĕр флочĕн çапăçури йышĕнчен кăларнă.[2] 1998 çулхи утăн 28-мĕшĕнче ТÇФ йышĕнчен кăларнă.

Утиль ĕçне тума АПШ тата Итали укçа параççĕ.[2] Темиçе теçетке çул хĕсметрен хăтарса ĕçсĕр тăракан АШК хушшинче юлашкинче çеç утиллеççĕ.[2]

Remove ads

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads