Красноармейски
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районĕн администраци центрĕ. Мăн Шетмĕн сылтăм енче вырнаçнă.
Remove ads
Тавралăхĕ
Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 4271 çын, çав шутра 2017 арçын, 2254 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ
1940 ҫулчен Малти Тăрак ятлă пулнă [3].
Çул-йĕр, транспорт
Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вăрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.
Ял аталанăвĕн планĕсем
Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.
Культура
Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.
Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads