Малиновка (Çĕмĕрле районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Малиновка (Çĕмĕрле районĕ)map
Remove ads

Малиновка, — Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи ял. Вылă юханшывен хĕрринче вырнаçнă.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Малиновка пӑхӑр.
Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ

Чӑваш Енӗн хӗвеланӑҫ пайӗнче, район центрӗ шутланакан Ҫӗмӗрле хулинчен тӳррӗн 14 ҫухрӑмра ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ, тавран кайсан — 28 ҫухрӑмра.

Ял Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн таврашӗнче вырнаҫнӑ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

1979 ҫулта 72 арҫын, 84 хӗрарӑм пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫырав ялта 31 кил пулнине, 60 ҫын пурӑннине палӑртнӑ: 33 арҫын, 27 хӗрарӑм.

2010-мĕш çулхи çыравра ялта 37 çын, çав шутра 19 арçын, 18 хĕрарăм пурăннине палӑртнӑ[1]. Ун чухне 17 кил шутланӑ.

Кун-çулĕ

Якуртушкӑнь ялне хупӑрласа тӑракан вӑрмансенче хаклӑ йышши йывӑҫ — юман, ҫӑка тата ытти — ӳснӗ. 1929-1930 ҫулсенче Ҫӗмӗрлере «Дубительский» савута хута ярсан ҫак вӑрманӑн 7 кварталти йывӑҫсене каснӑ, кӑкланӑ. Ҫапла май патшалӑх фондӗнче пушӑ лаптӑк ҫӗр йӗркеленнӗ, унӑн ҫырмисенче хӑмла ҫырли ӳснӗ.

1948 ҫулта Якуртушкӑнь ялӗнчи колхозниксен ушкӑнӗ, Константинов Алексей Константинович ертсе пынипе, 32 хуҫалӑх шучӗпе ҫак ҫӗр ҫине вырнаҫма шухӑш тытнӑ[2]. Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ колхозниксен ушкӑнӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ. Выла шыв пуҫӗнче ҫапла май Малиновка ят панӑ ял йӗркеленсе кайнӑ. Ял ятне кунта хӑмла ҫырли йышлӑ ӳснӗрен панӑ.

Колхоза Фрунзе ятне панӑ. Колхозӑн пӗрремӗш председателӗ Константинов Алексей Константинович пулнӑ, ун хыҫҫӑн ҫак тилхепене Фельдшеров Павел Васильевич тытнӑ.

1951 ҫулта Фрунзе ячӗллӗ колхоз «Большевик» колхозпа пӗрлешнӗ, пӗрлешнӗ хуҫалӑхра уйрӑм бригада пек йӗркеленнӗ.

Малиновка поселокне малтан куҫса килнӗ ҫынсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ[2]:

  • Константинов Алексей Константинович
  • Акимов Антон Иванович
  • Налеев Никита (тимӗрҫӗ)
  • Куланов Никифор Николаевич
  • Шулаев Василий
  • Судиков Трофим
  • Васильев Григорий Петрович.

Хуҫӑлӑх

Ял тӑрӑхӗнче «МАДИ агрофирма» ТМЯП ӗҫлет[3].

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads