Морриконе Эннио

From Wikipedia, the free encyclopedia

Морриконе Эннио
Remove ads

Э́ннио Моррико́не (итал. Ennio Morricone; 1928 çулта çуралнă — 2020) — итал хальхи паллă композитор, аранжировщик тата дирижёр. Чылайрах кинопа инçекурав валли кĕвĕ хайлать.

Thumb
Morricone (2007)

Кун-çулĕ

Эннио Морриконе 1928 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Римра, Марио Морриконе джаз трубачĕпе Либера Ридольфин çемьинче çуралнă. Вăл пиллĕк ачаран асли пулнă. Эннио 9 çула тултарсан Римри Таса Цецили консерваторине вĕренме кĕрет, унта пĕтĕмпе 11 çул хушши ăсталăха ӳстерет, 3 диплом — труба класĕпе 1946 çулта, оркестр (фанфар) класĕпе 1952 çулта тата композици класĕпе 1953 çулта — тивĕçет.

16 çулти Эннио Альберто Фламини ансамблĕнче иккĕмĕш труба ĕç вырăнне йышăнать, çак ушкăнра унăн ашшĕ вылянă. Ансамбльпе пĕрле Эннио Римри каçхи клубсемпе хăна çурчĕсенче укçа тупăшлать. Тепĕр çултан Морриконе театăра ĕçе вырнаçать, пĕр çул хушши мусăкçă, виçĕ çул хушши композитăр пулса тăрăшать. 1950 çулта вăл радио валли паллă кĕвĕçĕсен халăх кăмăлне кĕнĕ юрăсене капăрлатнă. Çак ĕçпе вăл 1960 çӳлчен хăтланать, 1960 çулта Морриконе телешоу валли мусăка илемлес ĕçе пикенет.

Фильмсене кĕвĕпе илемлетме Эннио Морриконе 1961 çулта çеç пуçлать, ун чухне вăл 30 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Малтан итал вестерн жанрĕпе çыхăнать. Чаплăх ун патне пĕр классра вĕреннĕ Серджио Леоне режиссёрпа пĕрле тăрмашнă хыççăн килет. Леоне/Морриконе режиссёр/композитор пултаруллă пĕрлĕхне тăтăшах Эйзенштейн/Прокофьев, Хичкок/Херрманн, Миядзаки/Хисаиши тата Феллини/Рота дуэтсемпе танлаштарсан, нумайрахăше шухăшĕпе Леоне-Морриконе ĕçле туслăхĕ çӳллерех шутланать. Каярах Морриконене хăйсен фильмĕсене кĕвĕлеме Бернардо Бертолуччи, Пьер Паоло Пазолини, Дарио Ардженто тата нумай режиссёрсем ĕç хушаççĕ.

1964 çултанпа Морриконе «RCA» сасă çыракан компанинче ĕçлет, темиçе çĕр юрă капăрлатать, Джанни Моранди, Марио Ланц, Миранда Мартино тата урăххисем валли мусăк хатĕрлет.

Thumb
Эннио Морриконе ПНО штаб-хваттерĕнче вылять. 2007 çулхи нарăс, 2

Европăра паллăха тухса, Морриконе холливуд синематографĕнче ĕçлеме каять. Америкăра Морриконе Роман Полански, Оливер Стоун, Брайан Де Пальма паллă ăстасен фильмĕсене кĕвĕ сассине кĕртет.

Remove ads

Пултарулăхĕ

Эннио Морриконе — хальхи паллă композиторсен пĕри тата тĕнчери кинора ĕçлекен чи хастар композитор. Хăйĕн вăрăм та хевтеллĕ пурнăçĕн ĕç-хĕлĕнче вăл Италире, Испанире, Францире, Германире, Раççейре тата АПШ-ра ӳнерленĕ 400 фильм тата телесериал валли юрă-çемĕ кĕвĕленĕ. Морриконе хăй миçе саундтрек çырнине ас тумасть, çапах та вăтамран вăл уйăхра пĕр кĕвĕ шăрçаланă теме пулать.

Кинокомпозитор шайĕпе ăна пиллĕк хутчен «Оскар» парнине илме палăртнă, 2007 çулта вара вăл «Оскара» синематографа пысăк çитĕнӳ тунăшăн тивĕçет. Унсăр пуçне, 1987 çулта «Тĕкĕнме юраманнисем» (акăл. «The Untouchables») фильмăн кĕввишĕн ăна «Ылтăн глобус» тата «Грэмми» парнине тивĕç пулать. Морриконе кĕввипе капăрлатнă фильмсем хушшинче уйрăмах çаксене асăнмалла: «Пĕр ывăç долларшăн», «Темиçе доллар ытларах», «Лайăххи, япăххи, усалли», «Пĕррехинче Тискер Анăçра», «Пĕррехинче Америкăра», «Мисси», «Декамерон», «Багси», «Профессионал», «Тĕкĕнме юраманнисем», «Çĕнĕ кинотеатр „Парадиз“», телесериал «Спрут» тата «Пианист пирки калани».

Эннио Морриконен мусăк чухлавне çырса, каласа кăтартма çав тери кăткăс. Унăн аранжировкисем яланхилле тĕрлĕ ïăрануллă, вĕсенче классикăн та, джазăн та, итал фольклорĕн те, авангардăн та, рок-н-роллăн та, иçмасса, еккийĕ янрать. Морриконе тĕрлĕ тĕслĕ инструментсене — купăсран пуçласа электрогитарă таран — выляттарать, çапах та унăн хăй евĕр стайĕ — хĕрарăм сассине мусăк хатĕрĕ вырăнĕнче усă курса оркестрăн сĕткен çеммипе пĕрле шăрантарасси.

Морриконе саундтрексем кăна мар, вăл камера инструмент мусăкне те хайланă. 1985 çулта вăл Европăра тур ирттернĕ, концертсенче хăйех оркестра дирижёр пулса ертсе пынă.

Хăйĕн карьеринче икĕ хутчен Эннио Морриконе фильмсенче вылянă, 1995 çулта маэстро пирки тулли документлă фильм ӳкерсе илнĕ. Эннио Морриконе авланнă, унăн тăватă ача, Рим хулинче пурăнать. Ывăлĕ — Андреа Морриконе — çаплах кино валли мусăк çырать. «Metallica» этеп американ ушкăнĕ 80-мĕш çулсен вĕçенчен пуçласа хăйĕн кашни концертне «Лайăххи, япăххи, усалли» классика вестернĕнчи «The Ecstacy Of Gold» композиципе уçать. 2000 çулта ăна «S&M» проектра пĕрремĕш хут чĕррĕн (кавер-верси) шăрантарнă.

Remove ads

Фильмографи (тулли мар)

  • 1959Юлташăн вилĕмĕ
  • 1961Фашист йăх пуçĕ / Il federale
  • 1962 ? / La voglia matta
  • 1962Лолита
  • 1962 ? / La cucagna
  • 1963 ? / La monachine
  • 1964Усал тĕнче / I malamondo
  • 1964 ? / El Greco
  • 1964Маньяксем / I maniaci
  • 1964Пĕр ывăç доллар / A fistful of dollars
  • 1964Революци пуçланиччен / Prima Della Rivoluzione
  • 1965Ринго таврăнать
  • 1965 ? / Slalom
  • 1965 ? / Agent 055: Todesfalle Beirut
  • 1965 ? / Agente 077: missione Bloody Mary
  • 1965 ? / Altissima pressione
  • 1965 ? / Thrilling
  • 1965Кĕсьери чышкăсем / I pugni in tasca
  • 1965 ? / Idoli controluce
  • 1965 ? / Se non avessi piu te
  • 1965 ? / Menage all’italiana
  • 1965Çĕр айĕнчи еркĕнсем
  • 1965Темиçе доллар ытларах /Per Qualche Dollaro in Piu
  • 1966Навахо Джо / Navajo Joe
  • 1966Флоренци Валли / Per Firenze
  • 1966Алжир çапăçăвĕ
  • 1966Библи
  • 1966Ылтăн пульă
  • 1966Этемех
  • 1966Вăран та вĕлер
  • 1966Кайăксем: пысăккисемпе пĕчĕккисем / Uccellacci E Uccellini
  • 1966Парăн та тӳле
  • 1966Лайăххи, япăххи, усаллли
  • 1967Нимӗнпе танлаштарайми / Matchless
  • 1967Коннери / OK Connery
  • 1967Арҫынтан арҫынна ил / Da uomo a uomo
  • 1967Арабелла
  • 1967Гарем
  • 1968Астив çакна
  • 1968Пĕррехинче Тискер Анăçра
  • 1968Партнёр
  • 1968Чикакă евĕр Рим
  • 1968Сицили кланĕ / Le Clan Des Siciliens
  • 1968Теорема / Teorema
  • 1969Алиби
  • 1969Галилео
  • 1969Кеймада
  • 1969Тĕкĕнме юраманнисем
  • 1969Ун пирки пĕлмен
  • 1969Илемлĕ ноябрь
  • 1969Анне чĕри
  • 1969Хула çумĕнчи тӳлек вырăн
  • 1969Мĕн тунă Сталин хĕрарăма?
  • 1969H2S
  • 1970Пусмăр хула
  • 1970Грязные фото для дамы вне всяких подозрений
  • 1970Калиффа
  • 1970Каннибалсем
  • 1970Метелло
  • 1970Напарники
  • 1970Юрăç
  • 1970Вăрттăн сăнаканскер
  • 1970Хрусталь хӳрелллĕ вĕçен кайăк
  • 1970Чи хӳхĕм арăм
  • 1970Шикленчĕксĕр гражданина шыраса тĕпченĕ ĕç /Indagine Su Un Cittadino Al Di Sopra Di Ogni Sospetto
  • 1969Сара аппа валли икĕ мул / Two Mules For Sister Sara
  • 1971Салтавсăрах / Sans Mobile Apparent
  • 1971Çаратакан хурахсем / Le Casse
  • 1971Тĕлпулу
  • 1971Пултăрах санăн вилĕм
  • 1971Декамерон / Il Decamerone
  • 1971Ӳкĕнмелле — эсĕ йĕксĕк хĕрарăм
  • 1971Усал пӳрнесем
  • 1971Кентербери калавĕсем / I racconti di Canterbury
  • 1971Кантăк пуканесен кĕске каçĕ
  • 1971Тăхăр хӳреллĕ кушак
  • 1971Хĕрлĕ палатка (СССР тулашĕнче кăтартмалли варианчĕ)
  • 1971Маддалена
  • 1971Алăри динамитпа (тепĕр ячĕ: Пĕр ывăç динамит)
  • 1971Сакко тата Ванцетти
  • 1971Тĕпчев-шырав ĕçĕ вĕçленнĕ, манса кайăр
  • 1971Шикĕн сив куçĕсем
  • 1971Сăрă бархат çинчи тăватă шăна
  • 1971Тарантулăн хура хырăмĕ
  • 19711870 ырлăх тав çулĕ
  • 1971Хĕрарăм тирĕллĕ калта
  • 1972Автомобиль
  • 1972Вĕрçĕлен таврăнать (мусăкне Серджио Леонăн пĕр вестернĕнчен илнĕ)
  • 1972Пурнăçăн икĕ сезонĕ
  • 1972Вăл епле вилнине кам курнă?
  • 1972Мастер тата Маргарита / Il maestro e Margherita
  • 1972Манăн хаклă вĕлерекен
  • 1972Вĕлернĕ пирки пĕрремĕш йăрăма
  • 1972Сарăн юлашки арçынĕ
  • 1972Парисре çынна вăрлани
  • 1972Пире мĕн, йĕри-тавра революци!?
  • 1972Рабочий класс çăтмаха каять
  • 1972Синкер мăйăх / Bluebeard
  • 1972Римри вĕлерӳ / Massacre In Rome
  • 1972Вĕлерекен
  • 1972Фиорина
  • 1972Хисеплекен ҫын
  • 1972Мĕн турĕç вĕсем Соланжпа?
  • 1973Аллонзанфана
  • 1973Джордано Бруно
  • 1973Çĕлен /Le Serpent
  • 1973Мана Никам теççĕ
  • 1973Револьвер
  • 1973Харпăрлăх малашне вăрланăскер мар
  • 1974Спазм / Spasmo
  • 1974Тамăкри трио
  • 1974Антихрист
  • 1974Сăпайлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ
  • 1974Çын тенĕ пекех
  • 1974Секрет
  • 1974Пин те пĕр каç чечекĕ
  • 1975Вырсарникун хĕрарăмĕ
  • 1975Гений, икĕ янташ тата чĕпĕ
  • 1975Космос: 1999
  • 1975Леонор
  • 1975Кив пусама картлашкипе
  • 1975Хӳхĕм нимфа
  • 1975Хула шик айĕнче / Peur Sur La Ville
  • 1975Каçхи пуйăсри вĕлерӳ
  • 1975Чыслă çынсем
  • 1975Этем факторĕ
  • 1976Аньезе вилме каять
  • 1976Çирĕммĕш ĕмĕр / Novecento
  • 1976Юратушăн
  • 1976Феррамонти еткерлĕхĕ
  • 1976Тутар пушхирĕ
  • 1976Сало, е Садомăн 120 кунĕ / Salo o le 120 giornate di Sodoma
  • 1976Сан-Бабила лапамĕ, 20 сехет / San Babila ore 20: un delitto inutile
  • 1976Фильм
  • 1977Монстр / Il Mostro
  • 1977Изгоняющий дьявола 2 /Exorcist 2: The Heretic
  • 1977Корлеоне
  • 1977Рене-тросточка
  • 1977Тодо модо / Todo modo
  • 1977Холокост 2000
  • 1978Аморальность
  • 1978Тухăç экспресĕ
  • 1978Грязные руки
  • 1978Дни жатвы /Days Of Heaven
  • 1978122 Рю де Прованс / 122 rue de Provance
  • 1978Клетка для чудиков / Cage Aux Folles
  • 1978Кот / Il Catto
  • 1978Оставайся сама собой
  • 1979Вояж с Анитой (Путешествие с Анитой)
  • 1979Çапла… Икар евĕр
  • 1979Юн йĕрри /Bloodline
  • 1979Уйăх
  • 1979Лайăх çĕнĕ хыпарсем
  • 1979Гуманоид /L’Umanoide
  • 1980Банкирша
  • 1980Синкер куçлă бандит
  • 1980Клетка для чудиков-2 / Cage Aux Folles 2
  • 1980Арçын е арçын мар / Uomini e no
  • 1980Чӳречесем / Windows
  • 1980Утрав / An Island
  • 1981Лĕпĕш / Butterfly
  • 1981Вор
  • 1981Пăхăнманлăх
  • 1981Истинная история дамы с камелиями
  • 1981Профессионал / Le Professionnel
  • 1981Трагедия смешного человека /La Tragedia Di Un Uomo Ridicolo
  • 1982Вилме вăхăт çитрĕ / A Time to Die
  • 1982Шурă йытă / A White Dog
  • 1982Майя Плисецкая
  • 1982Марко Поло
  • 1982Нана
  • 1982Темĕскер / The Thing
  • 1982Шпион, тăр / Espion, Leve-toi
  • 1983Йăм хĕрлĕ тата хура
  • 1983Андра / Hundra
  • 1983Богач / Le Ruffian
  • 1983Клетка для чудиков-3
  • 1983Ключ / La Chiave
  • 1983Полицейский-убийца / Copkiller
  • 1983Сокровища четырёх корон
  • 1983Человек за гранью / Le Marginal (В советском прокате — «Вне закона»)
  • 1984Кодовое имя: Дикие гуси
  • 1984Не убивай Бога
  • 1984Однажды в Америке / Once Upon A Time in America
  • 1984Сахара / Sahara
  • 1984Смертельный порядок / Corrupt
  • 1984Каçхи хурахсем / Les Voleurs de la nuit
  • 1984Спрут
  • 1985Клетка
  • 1985Раскаявшийся
  • 1985Рыжая Соня / Red Sonja
  • 1986Венецианка
  • 1986Миссия /The Mission
  • 1986Спецназ «К. Э. Т.» / C.A.T. Squad
  • 1987Вор
  • 1987День сначала
  • 1987Неистовство
  • 1987Неистовый
  • 1987Неприкасаемые /The Untouchables
  • 1987Очки в золотой оправе
  • 1987Секрет Сахары /Secret Of The Sahara
  • 1988Анне чĕри
  • 1988Непрощённый /Frantic
  • 1988Çĕнĕ кинотеатр «Парадиз» / Nuovo Cinema Paradiso
  • 198912 режиссёр 12 хула пирки / 12 registi per 12 citta
  • 1989Предместье
  • 1989Пушхир тикки
  • 1989Патăрла вилнисен ят йышĕ /Casualties of War
  • 1989Спрут 4
  • 1989Мăнтăркки тата пĕчĕкки /Fat Man And Little Boy
  • 1990Вĕçĕмсĕр вăйă
  • 1990Гамлет /Hamlet
  • 1990Укçа /Money
  • 1990Палермăна ман
  • 1990Çых мана!
  • 1990Состояние исступления /State of Grace
  • 1990Спрут 5
  • 1990Борт çинчи террор
  • 1990Хронкăри виçĕ колонкă
  • 1990Вĕсен пурĕ те йĕркеллĕ / Stanno Tutti Bene
  • 1990Эннио Морриконе: Хăлха мусăкĕ
  • 1991Багси /Bugsy
  • 1991Пысăк çын — переступая черту /Big Man — Crossing The Line
  • 1991Возможности карьеры
  • 1991Вĕлерме самант
  • 1991Манăн хаклă тухтăр Граслер
  • 1991Уйрăмах вырсарникунсенче
  • 1991Хусах
  • 1992Киленĕç хули /La citta della gioia
  • 1992Юрату сĕткенĕ № 9
  • 1992Упăшкасем тата еркĕнсем
  • 1992Правосудие бессильно
  • 1992Спрут 6
  • 1993Сыхлав/ La scorta
  • 1993Чистая формальность
  • 1993Ачалах çулĕсем (Тӳпене пăх)
  • 1993Чылай шаралманни
  • 1993Çулăм йĕрĕнче
  • 1993Америкăра тунă
  • 1994 ? / Disclosure
  • 1994Авраам /Abraham
  • 1994Кашкăр /Wolf
  • 1994Юрату кун-çулĕ / Love Affair
  • 1994Тăрă шыва кăларни
  • 1995 ? / Pasolini, un delitto italiano
  • 1995Барон / Il Barone
  • 1995Джозеф
  • 1995Пазолиние кам вĕлернĕ?
  • 1995Каçхи самант
  • 1995Спрут 7
  • 1995Эннио Морриконе
  • 1995Яков
  • 1996Пăвса хуна пурнăçсем
  • 1996Нимфа
  • 1996Смерч
  • 1996Кашкăр ами / La Lupa
  • 1996Самсон тата Далила
  • 1996Çурçĕр çăлтăрĕ / Tashunga
  • 1996Çăлтăрсене тăвакан
  • 1996Стендаль синдромĕ /The Stendhal Syndrome
  • 1996Перейра килĕшнипе
  • 1997Лолита /Lolita
  • 1997Пăрăнчăк /U-Turn
  • 1997Соломон
  • 1998 ? / Ultimo
  • 1998Булворт /Bulworth
  • 1998Ӗмĕтсем чĕнеççĕ
  • 1998Темĕскер: Шик ĕлки
  • 1998Опера ĕмĕлки / Il Fantasma dell’opera
  • 1999 ? / Ultimo 2: La sfida
  • 1999Пианист çинчен кăссай /La leggenda del pianista sull’oceano
  • 1999Нана
  • 2000Ватель /Vatel
  • 2000Малена /Malena
  • 2000Марс патне вĕсни /Mission to Mars
  • 2001Урăх тĕнче пур
  • 2001Çывăракан арăм
  • 2002Рипли вăййи
  • 2002Карло Джиулиани йĕкĕт
  • 2002Вăрттăнлăх пĕтрĕ
  • 2002Хура пирĕшти
  • 2003Икс
  • 2004 ? / Ultimo 3: L’infiltrato
  • 200472 метр
  • 2005Телейсĕр шăпа
  • 2005Лючия
  • 2005Револьвер
  • 2005Кароль. Рим паппи пулса т анă çын
  • 2006Кароль. Çын пулса юлнă Рим паппи
  • 2006 ? / A crime
  • 2006 ? / Libertas
  • 2008Ленинград
  • 2008Тĕкĕнме юраманнисем: Капоне мăнаçа тухни
  • 2009Чапăр йĕксĕксем
Remove ads

Парнесем

  • Оскар парни киноӳнере тупăш тунăшăн (2007 ç.)
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден аслă офицерĕ (2005) [1]
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден командорĕ (1995) [2]
  • Этеплĕхпе ӳнер облаçĕнче тивĕçшĕн ылтăн медаль (2000) [3]

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads