Нётер теореми
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Нётер теореми, — Эмми Нётер 1918-мĕш çулта ĕнентернĕ теорема. Ăна чăн малтан Гёттинген шкулĕн ăславçисем (Д. Гильберт, Ф. Клейн тата Эмми Нётер хăй) палăртнă. Эмми Нётер — питĕ паллă хĕрарăм-математик.

Нётер теореми ак çакна кăтартса парать: Çутçанталăкра пур кашни сыхланав саккунне физикăлла системăн пĕр-пĕр татти-сыпписĕр симметрийĕ пырса тивет. Е тепĕр май: физикăлла системăн татти-сыпписĕр кашни симметрине çутçанталăкра пур пĕр-пĕр сыхланав саккунĕ пырса тивет.
- Вăхăт пĕртикĕслĕхĕ энерги сыхланнин саккунĕпе çыхăннă,
- Уçлăх пĕртикĕслĕхĕ импульс сыхланнин саккунĕпе çыхăннă,
- Уçлăх изотропийĕ импульс саманчĕ сыхланнин саккунĕпе çыхăннă,
- Калибровкăлла симметри электро каплам сыхланнин саккунĕпе çыхăннă.
Тата ытти те.
Калас пулать, масса сыхланнин саккунĕ энерги сыхланнин саккунĕн уйрам палăрăмĕ çеç пулать[1]. Мĕншĕн тесен энергипе масса эквивалентлă:
- ,
кунта — объектăн энергийĕ, — унăн масси, — çутăн вакуумри хăвăртлăхĕ, вăл 299 792 458 м/с .
Remove ads
Вуламалли
- Арнольд В. И. Математические методы классической механики, изд. 5-ое, — М.: Едиториал УРСС, 2003, ISBN 5-354-00341-5
- Ибрагимов Н. Х. Группы преобразований в математической физике. — М.: Наука, 280 с., 1983 г.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads