Ориноко (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Орино́ко (исп. Río Orinoco) — Кăнтăр Америкари юханшыв. Венесуэла тăрăх юхать. Тăршшĕ 2736 çх(2410 çх).
Аялти юхăмра Ориноко çĕршер пая пайланса 41 000 çх²лаптăклă дельта пулать. Ейӳ вăхăтĕнче 22 çх таран сарăлать,тарăнăшĕ - 100 м. Океан карапĕсем Атлантика океанĕнчен 435 çх вырнаçнă Сьюдад-Боливар таран хăпарма пултараççĕ. Венесуэла юхншывĕсен нуммайăшĕ - Ориноко юпписем. Ориноко Касикьяре юханшывĕ витĕр Амазонка юханшывĕпе çыхăннă. Касикьяре Оринокоран пайланса Риу-Негруна юхса кĕрет. Шывĕ çумăрлă сезонра пухăнать,типĕ сезонра чакать. Çав вăхăтра Ориноко юпписем пĕчĕк кӳлĕ вăчăри евĕр пулаççĕ. Юханшыв амазонка дельфинĕпе тата Ориноко крокодилĕпе паллă. Унсăр пуçне кунта битумлă хăйăр нумай.


[1]]
Remove ads
Истори
XVI-мĕш ĕмĕрте Педро Сьеса де Леонисторик хăйĕн «Хроника Перу» кĕнекинче юханшыв «Урапариа» (Uraparia) ятлă пулнине пĕлтернĕ [2].
Ориноко бассейнĕнчи тĕп юханшывсем
- Апуре
- Аруака - Колумбинчен Венесуэлăна
- Атабаро
- Карони
- Касикьяре - Риу-Негру витĕр Амазонкăпа çыхăнтарать
- Каура
- Гвавиаре
- Инирида
- Мета
- Вентуари
- Вичада
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads