Пархатар (Грахово районĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пархатар[1]}}) — Удмуртин Грахово районĕнчи ял, Порымозаречное ял тăрăхне кĕрет. Пархатар тата юнашар Мăн Шупĕр — Удмуртири чăвашсем пĕрлĕ пурăнан вырăн.
Remove ads
Тавралăхĕ
Ял Грахово район центрĕнчен 9 км анăçалла, Январка юханшывăн тури юхăмĕн çыран хĕрринче вырнаçнă.
Кун-çулĕ
1921 çулчен ял Вятка кĕпернин Алапӳ уесĕнчи Грахово вулăсне кĕнĕ, 1921 çулта Вотка АО туса хунипе ял Грахово вулăсĕпе пĕрле Можгино уесне кĕнĕ. 1924 çулта Козьмодемьянск ял канашĕнче шутланнă[2], 1925 çулта Лебедевское ял канашне туса хурсан унăн шутне кĕртнĕ. 1963 çулта Лебедевское ял канашне пĕтернĕ хыççăн яла Грахово ял канашне панă[3]. 1985 çулта Зареченское ял канашне куçарнă[4].
2004 çулта вырăнти хăйтытăмлăх реформине иртернĕ хыççăн Порымское тата Зареченсое ял канашĕсене пĕрлештерсе Порымозаречное ял канашĕ йышне кĕнĕ[5].
Remove ads
Cоциаллă объектсем
- Пуçламăш шкул
- Ача пахчи
- Фельдшер-акушер пункчĕ
Урамсем
- Пархатар
- Улăх
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
