Хуракассинчи трагеди
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Хуракассинчи трагеди (Хуракасси шкулĕнчи пушар), — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Хуракассин ялĕн шкулĕнче сиксе тухнă пушарта пулнă питĕ хăрушла инкек-синкек[1].

Ку йывăр пăтăрмах 1961 çулхи чӳк уйăхăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пурĕ 106 ачапа тăватă вĕрентекенĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Remove ads
Пĕрлехи хыпарсем
Çак кун ачасем ял варринчи йывăç шкула пуçтарăннă. Вĕренӳ çулĕн чĕрĕкĕ вĕçленнĕ май, тата уявпа каникул пуçламăшне саламласа шкулта концерт хатĕрленĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем концерта шкула çӳремен йăмăкĕсемпе шăллĕсене те илсе пынă. Юрă шăраннă вăхăтра юнашарти физика пӳлĕмĕнче хăрушла шартлатса çурăлнă сасă илтĕнсе кайнă хыççăнах ачасемпе, вĕрентекенсемпе тулнă зала тавраллах çулăм çавăрса илет. Шалтисем кам чӳрече патне, хăшĕ алăк патне талпăннă, анчах хăшĕ ăçта — нихăшĕ те нимĕн те ăнланман.
Çурт ишĕлсе анса вут тамалсан ухмаха тухнă ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ çунса кăмрăкланнă кĕлеткесен хушшинче хăйсен тĕпренчĕкĕсене шыранă.
Тепĕр кунне ирпе ирех, вырăнти влаç хушăвĕпе (ыранччен хăварма юрамасть, ыран — Октябрьти революци кунĕ. Уяв сĕмне нимĕн те ан пăстăр), ялтан инçех мар çăва çинче тракторпа траншея чавтарнă, пĕчĕк çеç тупăксене ретĕн-ретĕн вырнаçтарса тракторпах çĕрпе хупланă. Пушар ытамĕнчен хăтăлайман 106 ачапа (вăл шутра шкул çулне çитмен 20 тата 7 çулти 24 ача) 4 вĕрентекен тăванла масар çинче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.
Шкул директорĕпе (Ярукин С. И.) физика вĕрентӳçне (Иритков М. Н.) ĕçрен хăтарнă та суда панă[2].
Remove ads
Асăнмалăх
- Чуна хускатакан, чĕрене ыраттаракан диктант
- 1991 çулччен ку пăтăрмах "хупă тема" пулнă. Чылай çул иртсен кăна шкул пулнă вырăнта халăх çине тăнипе, унăн укçи-тенкипе çунса вилнисене асăнса палăк çĕкленĕ. Халĕ кашни çул вăл пăтăрмаха асăнса çынсем палăк патĕнче пухăнаççĕ, айăпсăр çĕре кĕнĕ çĕр вуннă çынна кашнине ятран асăнаççĕ.
- Хуракассинче асӑну комплексĕ уçасшӑн
- Не забываются эти дни 50-летней давности…(ĕçлемен каçă)
- «Стрижи. Память» — Владимир Нагорнов 2012 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Remove ads
Вуламалли
- Иванова Н. П., "Эльбарусово. День трагедии 5 ноября 1961 г.", Шупашкар, СВ-Пресс, 2007.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads