Чапаев палăкĕ (Шупашкар)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
В. И. Чапа́ев палăкĕ — Чăваш Республикин тĕп хулинчи — Шупашкарти — монумент. Граждан вăрçин халаплă паттăрне, Василий Чапаева, кунта çуралнăскерне, халалланă палăк.

Палăк пĕр ятлă скверте, Ленин проспекчĕпе юнашар, «Шупашкар I» чукун çул вокзалĕнчен инçе мар вырнаçнă. В. И. Чапаев музейĕ мемориал комплексне кĕрет.
Remove ads
Истори
Комдив юланутлă скульптурине Мускавра тунă, ăна вара Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче, Атăлçи павильон çурчĕ умне лартнă. Палăка арматурăланă беторан тунă. Авторсем — скульптор П. А. Баландин тата архитектор В. И. Морозов.
Шупашкара скульптурăна 1960 çулта 320 № савут (халĕ Шупашкарти В. И. Чапаев ячĕллĕ тăвăмлăх пĕрлешĕнĕвĕ) директорĕ И. А. Захарцевым тиесе килнĕ, малтан ăна савут умĕнчи лапама вырнаçарнă[1], каярах 1960 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе — çĕртмен 24-мĕшĕнче), Чăваш автономийĕ 40 çул тултарнă тĕлĕ, палăка Вокзал çумĕнчи лапамри сквере куçарнă[2] та шурă тĕслĕ постамент çине лартнă. Сквере В. И. Чапаев ятне панă.
1984 çулта палăка капиталлă реставрациленĕ[3]. Ут çинчи Чапаев палăкĕн çĕнĕ скульптурине бронзăран шăрантарнă, саблине тутăхман хурçăран тунă. Çаплах скульптурăна вунă метр çӳллĕш гранитлă постамент çине хапартнă, фасадри енне Граждан вăрçинчи героикăна кăтартакан барельефсемпе капăрлатнă. Реконструкциленĕ хыççăн монументăн пĕтĕм çӳллĕшĕ 15 метра çитнĕ, вĕсенчен 5 метрĕ — хăй скульптура композицийĕ.
Монументаллăхсăр пуçне, палăка реализм жанрĕнче ӳнерленĕ.

2005 çулта Шупашкарти палăксене ремонт тăвас планĕпе, 2007 çулта палăка тепре реконструкциленĕ (Шупашкар хулин администрацийĕ 23.11.2005 ç. йышăннă № 4287-р документпе). Реконструкциленĕ чухне постамента çĕнĕ гранит плитисене лартнă[4].
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads