From Wikipedia, the free encyclopedia
«Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ — Чăваш Республикишĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн орден. Чăваш Республикин патшалăх чыславĕ. Ордена Чăваш Республикин 2005 çулхи акан 12-мĕшĕнчи 15 № «Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки» саккунĕпе çирĕплетнĕ.
«Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕ | |||
| |||
Патшалăх | Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ | ||
---|---|---|---|
Тĕс | Орден | ||
Статус | параççĕ | ||
Статистика | |||
Йĕркеленĕ вăхăт | ака, 12 2005 | ||
Умхыçлăх | |||
Аслă чыслав | «Чăваш Республикин чыслă гражданинĕ» хисеп | ||
Кĕçĕн чыслав | Чăваш Республикин Хисеп хучĕ |
Чăваш Республикин Президенчĕн хучĕпе чыслаççĕ.
Чăваш Республикин ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕ — Чăваш Республикин Президенчĕ — аслă чыслава Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăнăвĕпе тивĕçтерет.
Орденпа чыслаççĕ:
Ордена кăкăрăн сулахай енче, Раççей Федерацин тата СССР чыславĕсем пур чухне, вĕсем хыççăн çакса çӳреççĕ.
Ютçĕр орденĕсемпе медалĕсем тата паллăсем пур пулсан, вĕсен айне çакса çӳреççĕ.
Çăлтăр центрĕнче ылтăн тĕслĕ çавра медальон, унăн çине рельеф меслечĕпе ӳкернĕ Чăваш Республикин патшалăх гербĕ .
Медальона кĕмĕл тĕслĕ хăмла çулçисен кăшăлĕпе çупăрланă.
Орденăн тӳнтерĕнче çавракăшĕпе рельеф майĕпе чăвашла тата вырăсла картнă: «Чăваш Республикишĕн хастар ĕçсем тунăшăн», варринче — унăн номерĕ.
2006 çулта орденăн пĕрремĕш кавалерĕ Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пулнă. [1]
2008 çулта орденпа Андрей Яковлевич Эшпай композитора тивĕçтернĕ.[2]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.