From Wikipedia, the free encyclopedia
«Анóнимус»[2][3] (акăл. Anonymous, ТФА: [əˈnɒn.ɪ.məs]; тӳррĕн — «анонимлă», «аноним», «ятсăр») — активистсемпе хактивистсен тĕнчери хальхи эрешĕ, унăн хăшпĕр çыххисем пĕр-пĕринпе кăштах та пулин çыхăннă.
«Анонимус» | |
Anonymous | |
«Анонимус» юхăмне палăртакан эмблема. «Ыйту паллипе» костюм анонимлăха тата юхăма ертсе пыракан çуккине пĕлтерет[1] | |
Пайташлăх: | децентрализациленĕ группа |
---|---|
Йĕркеленӳ тĕсĕ: | тетел-пĕрпĕрлĕхĕ, хакерлĕх, тетел-активизмĕ, анти-тетел-цензури |
Анонимус Викиампарта |
Малтан термин 2003 çулта 4chan имиджбордчĕ çинче онлайн- тата офлайн-хутшăнакансен пĕрпĕрлĕхĕсен тĕнчери анархилле цифрăлла ăс-тăнĕ евĕр концепцийĕ майлă пулса тухнă[4]. Çаплах çак терминпа тетелре ирĕклĕхпе анонимлăха идеал тăвасшăн субкультурна палăртаççĕ[5]. «Анонимус» тетелри цензурăна, хĕстернине тата пăхса тăнине питĕ хирĕç тăрать. Хирĕçлине кăтартас тесе патшалăх сайчĕсене аркатса кĕнĕ. Çаплах хăрушсăрлăх енĕпе тăрăшакан шултра организацисене те атакăланă[6][7][8].
«Анонимус» йышне кĕрекенсем/майлисем символ вырăнне Гай Фокс питлĕхне тăхăнаççĕ. Гай Фокс питлĕхĕ çавăн пекех, «V — вендетта пулать» фильмра репресси тăвакан правительствăна хирĕç кĕрешнине пĕлтерет[9].
Аноним-операцисене тăтăшах IRC эрешĕнче IRC.ANONOPS.NET адресрен #OPISRAEL тата урăх каналсем витĕр ирттереççĕ[10]. Çавăн пекех AnonOps эрешĕнче Anonymous майлă европа групписем тата каналсем ĕçлеççĕ[11].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.