From Wikipedia, the free encyclopedia
Белгород облаҫӗ - Раҫҫейри чи ҫамрӑк регионсенчен пӗри. Вӑл Раҫҫей Федерацин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ, Вăта федераци тăрăхĕн (ВФТ) йышне кӗрет. Облаҫ лаптӑкӗ - 27 пин тв. км. (РФ территорийӗнчен 0,2%). Кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче Вӑл Украина Луганск, Харьков тата Сумы облаҫӗсемпе чикӗленет, ҫурҫӗрпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче - Курск, хӗвелтухӑҫӗнче - Воронеж облаçĕсемпе чикӗленет. Чикӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ - 1150 ҫухрӑма яхӑн, ҫав шутра Украинӑпа - 540 км. Облаҫ йышне 212 муниципалитет йĕркелӗмĕ, 9 хула тăрăхĕ, 13 муниципаллă районӗ, 16 хула тата 174 ял хутлăхĕ кӗрет. 2021 ҫулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнче пурăнан халӑх йышӗ 1531,9 пин ҫын шутланнӑ. Администраци центрĕ - Белгород, унта 391,7 пин ҫын пурӑнать, Мускавран 695 километр кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ. Белгорода Тăван Çĕршывăн вӑрҫин I степеньлӗ орденĕпе чысланӑ.
Белгород облаçĕ | |||||
| |||||
Тĕп хули | Белгород | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
67 27 134 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
31 1 514 527 çын патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Вăта федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Вăта экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 31 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | Вырăс чĕлхи | ||||
Губернатор | Гладков Вячеслав Владимирович | ||||
Белгород облаç думин председателĕ | Клепиков Юрий Николаевич | ||||
Гимн | Белгород облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
"Пӗрремӗш салют хули" теççĕ, ăна Раҫҫей Федерацин "Мухтавлă çапăçнă хула" хисеплӗ ята панӑ[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.