Зимбабве (малтан Родези республики ятлă пулнă), — Кăнтăр Африкăри патшалăх. Çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Замбезипе Лимпопо юханшывсем хушшинче ларать. Кăнтăр Африка Республики, Ботсвана, Замби, Мозамбик патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă. Ячĕ шона чĕлхи çинчи "dzimba dzemabwe" сăмах çавранăшĕнчен. Куçарсан вăл "чул çурчĕсем" пулать.
Republic of Zimbabwe Зимбабве республики | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | акăлчан чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Хараре | ||||
Чи пысăк хула | Хараре | ||||
Президент | Emmerson Mnangagwa | ||||
Премьер-министр | |||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
59 вырăнта 390 580 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
66 вырăнта 12 746 990 32/км² | ||||
Валюта ячĕ | Зимбабве долларĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +02 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | |||||
Тетел доменĕ | .zw | ||||
Тел. префиксĕ | +263 |
Политика
Зимбабве президентлă республика. Саккун кăларакан орган — икĕ палатăллă парламент.
Хут пĕлни
2002 çулта Зимбабвере пурăнакансенчен 95,2% вулама-çырма пĕлнĕ. Ку вăл пĕтĕм Африкăри патшалăхсемпе танлаштарсан чи пысăк кăтарту.
Пайланăвĕ
Зимбабве 8 провинципе 2 провинци шайĕнчи хуларан тăрать. ПРовинцисем 59 район çине пайланаççĕ, районĕсем — 1200 муниципалитет çине.
ПРовинцийĕсем:
- Булавайо (хула)
- Хараре (хула)
- Маникаланд
- Тĕп Машоналанд
- Хĕвелтухăç Машоналанд
- Хĕвеланăç Машоналанд
- Масвинго
- Çурçĕр Матабелеланд
- Кăнтăр Матабелеланд
- Мидландс
Шаблон:Африка патшалăхĕсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.