Импульс саманчĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Материаллă пăнчăн пĕр-пĕр пуçлав системипе çыхăннă импульс саманчĕ радиус-векторăн тата импульсăн векторла хутлавĕпе тан:
кунта — пĕрчĕн суйласа илнĕ пуçлав системинчи хускалман пуçламăшĕ тĕлĕшĕнчи радиус-вектор, — пĕрчĕн импульсĕ.
Темиçе пĕрчĕшĕн импульс саманчĕ темиçе унашкал пайташăн сумми пек пулать:
кунта — системăна кĕрекен кашни пĕрчĕн радиус-векторĕ тата импульсĕ.
(Чикĕре пĕрчĕсен шучĕ вĕçсĕрлĕхе сулăнма пултарать; сăмахран, татти-сыпписĕр валеçĕннĕ хытă ĕскерте тата ытти валеçĕннĕ тытăмра çавна çапла çырса хума пулать кунта — системăн вĕçсĕрлĕхле пĕчĕк пăнчăлла элеменчĕн импульсĕ).
СИре импульс самантне джоуль-çеккунт пĕрчĕпе виçеççĕ; Дж·с.
Импульс саманчĕн палăртавĕнчен унăн аддитивлăхĕ тухса тăрать: пĕрчĕсен системишĕн те, темиçе айсистемăран тăракан системăшăн та: