Кирхгоф йĕркевĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кирхгоф йĕркевĕсем (çавăн пекех Кирхгоф саккунĕсем те теççĕ). Электро вăчăрари туратсемпе пайвырăнсенчи электро токсемпе электро хиврелĕхсем хушшинче çыхăнусене палăртакан йĕркевсем.
Классикăлла электродинамика | ||||||||||||
Электро · Магнетизм
| ||||||||||||
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
Вĕсем çинче никĕсленсе линилле танлăхсен тытăмĕсене майлаштарса çавсене шутлама пулать.
Йĕркевсен лайăх енĕ — вĕсем универсалла пулни.
Густав Кирхгоф 1845-мĕш çулта тупса палăртнă.
«Йăркевсем» тени «саккунсем» тенинчен ăнăçлăрах шутланать.
- Пĕрремĕш йĕркев
Электро вăчăран кирек хăш пăнчинче пĕрлешекен туратсен электро токĕсен алгебрăлла сумми нульпе тан
Кунта çакна шута илмелле: ку йĕрке асăннă пăнчăн электрошăнăçтарăвĕ пĕчĕккĕ чухне çеç пурнăçланать. Йĕркеврен айккинеллли пăрăнни уйрăмах пысăк тăтăшлăхлă токсемшĕн пысăк.
Теори енчен пăхсан, Кирхгофăн пĕрремĕш йĕркевĕ электро каплам сыхланнин саккунĕнчен тухса тăрать.
- Иккĕмĕш йĕркев
Электровăчăран хупă ĕлкинчи электро хирĕçтăруллă элементсем çинчи электро хиврелĕхсен алгебрăлла сумми ЭДСсен алгебрăлла суммипе тан.
- улшăнусăр хиврелĕхсемшĕн
- улшăнуллă хиврелĕхсемшĕн
Теори енчен пăхсан, Кирхгофăн иккĕмĕш йĕркевĕ Максвелăн 3-мĕш танлăхĕнчен (стационарла магнитла уй иккенне шута илсен) тухса тăрать.