Король Артур
From Wikipedia, the free encyclopedia
Король Артур (акăл. Arthur тата валлийсен чĕлхинче Arthur, ирл. Artúr кельт чĕлхинче «упа») — халапсем тăрăх, Логрес çĕршывĕн аслă патши, V-VI ĕмĕрсенчи бритсен сакссене çĕнтернĕ мухтавлă пуçлăхĕ. Кельтсен паттăрĕсенчи чи палли, британ эпосĕн тата рыцарь романĕсен тĕп паттăрĕ. Ку таранччен историксем нумайăшĕ унăн историллĕ прототипĕ пулма пултарнипе килĕшеççĕ пулин те, Артур чăннипех пулнине çирĕплетмен.[1]
Король Артур | |
акăл. Arthur) | |
Çуралнă чухнехи ят | акăл. Arthur |
---|---|
Чӑн ят | валл. Arthu |
Ашшĕ | Утер Пендрагон |
Амăшĕ | Игрэйна |
Арăмӗ | Гвиневра |
Ачисем | Мордред[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Каланă тăрăх, Артур хăйĕн Камелотри кил-картишĕнче чи паттăр та тивĕçлĕ Çавра сĕтел рыцарĕсене пуçтарнă.
Артурпа унăн рыцарĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай йышлă халапсемпе рыцарсен романĕсем пур, вĕсем, тĕппипе илсен, Сăваплă Грааль чашăкне шыранипе хитре хĕрсене çăлни çинчен.
Король Артур тата унăн рыцарĕсем çинчен каланă эпос литература, ÿнер, кинематограф тата ÿнерти ытти тĕссен хайлавĕсене пурнăçлама хевтеленĕ.