From Wikipedia, the free encyclopedia
Неверов Константин Павлович (1894, раштав, 13 — 1977, çурла, 4) — Совет Çарăн генерал-лейтенанчĕ. 1-мĕш тĕнче тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Ехрем хуçан (Ефремов Прокопий Ефремовичăн (1821-1907) тÿрĕ тăхăмĕ[1].
Константин Павлович Неверов | |||||||||
Çуралнă вăхăт | 1894, раштав, 13 | ||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар хули, Хусан кĕперни | ||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1977, çурла, 4 | ||||||||
Вилнĕ вырăн | Челепи | ||||||||
Пăхăнулăх | ССРП | ||||||||
Çар ăрачĕ | çуран çар | ||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1918—1958 | ||||||||
Хисеп | |||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем |
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | ||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Константин Павлович Неверов генерал-лейтенант — Ехрем хуçан тÿрĕ тăхăмĕ. Çапла вара ăна чăваш йăхĕнчен тухнă çын теме пулать.
Мăн аслашшĕ — Прокопий Ефремович Ефремов (1821-1907), мăн асламăшĕ (Прокопий Ефремовичăн пĕрремĕш арăмĕ) — Устинья (1823-1855). Вĕсем иккĕш те чăвашсем. Çаксен малтанхи хĕрĕ — Елена Прокопьевна (100% чăваш). Шăпах çав туратран пырать те ĕнтĕ генералăн йăх тымарĕ. К.П.Неверовăн ытти несĕлĕсем хушшинче чăвашсем урăх çук пулмалла. Ашшĕ унăн, Павел Александрович Неверов (1864-1915) — çурма чăваш (50%) темелле. Çапла вара Константин Александрович хăй чĕрĕк чухлĕ чăваш (25%) пулса тăрать. Награди листинче вырăс тесе çырнă[2]. Кăна та ăнланма пулать.
Константин Павлович Неверов генерала Совет Союзĕн Геройĕ ята пама тăратнă пулнă, анчах та вăл ăна темшĕн тивĕçеймен. Орден панипех çырлахнă. Кун пирки унăн награда листине вуласа тухса пĕлме пулать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.